08 апреля 2015 г.
РЕСПУБЛИКĂРА "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" йăлана кĕнĕ марафон пырать. Ыркăмăллăх акцийĕ Чăваш хутлăхĕнче кăçалхипе вунтăххăрмĕш хут иртет. Çакнашкал сăваплă акцисенчен Юхмапа Пăла тăрăхĕ те нихăçан та айккинче юлман. Тăлăхсемпе йывăр шăпаллă, сусăр ачасен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе ятарлă счет çине коллективсем те, уйрăм хастарсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те укçа куçараççĕ. Хальхинче те пирĕн районта çак акци пысăк хастралăхпа иртсе пырĕ тесе шанас килет. Ачасене ырă тума васкакансене фонд реквизичĕсене те аса илтеретпĕр: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд", ИНН 2128005408, КПП 213001001, расчетный счет 40703810075220160067.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)