АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунара та пĕлсе çỹремелле, унсăрăн…

01 апреля 2015 г.

УНСĂРĂН чăнах та Раççей Федерацийĕн уголовлă Кодексĕн 258 статйин 1 пайĕн "б" пункчĕпе килĕшỹл-лĕн, саккунлă мар йĕркепе сунара тухса тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк е чĕрчуна персе тытнăшăн пысăк штраф тỹлеме те тивĕ. Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал хура ĕçсем пирĕн районта та пулкалаççĕ-мĕн. Сăмахран, иртнĕ кĕркунне пĕр гражданин каçхине автомашина çинчи фарăсене çутсах мулкач тытас тесе сунар вырăнĕсенче кĕске хỹрене хăваласа çỹренĕ. Опытлă сунарçă йĕркене пăхăнмалли çинчен манса кайсах ăна пăшалпа персе тытнă. Çак ĕçпе ун ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çакнашкал преступлени тунăшăн вара суд гражданина 100 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таранччен штраф пама пултарать. Урăхла каласан, алă тунинчен пысăках та мар куян сунарçăна çав тери хака кайса ларни куçкĕрет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика