АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака ăнăçлăхĕ _ хамăр алăра

01 апреля 2015 г.

Çулленех çур аки ыйтăвĕпе йĕркелекен семинар-канашлу кăçал Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче пулчĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Мансур Калмыков, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх тата фермер хуçалăх ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем, банк представителĕсем хутшăнчĕç.

2015 çулхи план

Районта 27 ял хуçалăх предприятийĕ, 123 фермер хуçалăхĕ ĕçлет.

Кăçал, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене _ 15250 гектар, çĕр улми _ 4480, пахча çимĕç _ 474, сухан-çевок _ 469, рапс _ 270, сахăр кăшманĕ _ 300, хĕвел çаврăнăш _ 225, пĕр çул ỹсекен курăксем _ 4030, куккурус 410 гектар никĕсе хывмалла.

Пĕтĕмĕшле çурхи ĕçсене 25850 гектарта ирттермелле. Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксем _ 11000, кĕрхи культурăсем 5066 гектар йышăнаççĕ.

Район администрацийĕпе республикăри ял хуçалăх министерстви тунă килĕшỹ тăрăх, районăн тыр-пул _ 41,1 пин тоннăран, çĕр улми _ 82 пин, пахча çимĕç 19,3 тоннăран кая мар пухса кĕртмелле.

Фермер хуçалăхĕнче акана кĕтсе илме тата ăна кĕске вăхăтра ирттерсе яма хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Р. Санзяпов пĕлтернĕ тăрăх, вăрлăхсем çителĕклĕ, кондициллĕ. Сăмах май, кунта вĕсене çулленех çĕнетсе тăраççĕ.

_ Мĕн акатăн _ çавна пуçтарса кĕртетĕн. Пахалăхлă вăрлăхпа усă курсан çеç тухăç та пысăк пулать. Кăçал урпа, тулă, вика туяннă. Эпир хамăр районта лайăх çитĕнекен пĕрчĕллĕ культурăсене ытларах акатпăр, çав вăхăтрах опыт шайĕнче кунта çуккисене илсе килсе пĕчĕк лаптăксене никĕсе хыватпăр. Çурхи культурăсем 970 гектар йышăнмалла, унсăр пуçне тата нумай çул ỹсекен курăксем 300 гектар пур, _ терĕ Решит Шейхуллович. Фермер сăмахне "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕн начальникĕ Олег Глухов малалла тăснă май, районти кăтартусемпе паллаштарчĕ. Паяна тĕрĕслеме илсе килнĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн 83 проценчĕ кондициллĕ. Районти 27 хуçалăхра вара 100 проценчĕпех пахалăхлă. 12 хуçалăх пысăк репродукциллисене _ 440 тонна _ илнĕ. Çавăн пекех "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн сутлăх _ 212 тонна, "Красное знамя" предприятин _ 240, "Труд" хуçалăхăн _ 120, улма-çырла питомникĕн 20 тонна пур.

Хуçалăхра тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене те юсаса пĕ-тернĕ, сăрланă. Хурçă "утсем", сеялкăсемпе сỹресем пурте тенĕ пекех çĕнĕ. Ваттисен каларăшне "пурнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать" тенине асра тытса киввисене те тимĕр-тăмăра кĕртмен _ тĕпрен "сипленĕ". Яваплă тапхăрта техника çĕмрĕлнипе шутлă вăхăта сая ямасси куçкĕретех.

Мероприятие хутшăнакансем иртнĕ çул хута кайнă выльăх пусса тирпейлекен цехра та пулчĕç. Цех, конкуренци пур пулсан та, паяна ăнăçлă ĕçлет. Канашлăвăн теори пайĕ те усăллă, тухăçлă иртрĕ.

_ Ял хуçалăхне аталантарса эпир района аталантаратпăр, _ тесе пуçларĕ калаçăвне район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов. Унтан вăл патшалăх паракан пулăшусемпе усă курасси, ял хуçалăхне вăй илме паракан программăсене хутшăнасси пирки чарăнса тăчĕ.

Çур аки планĕпе М. Калмыков паллаштарчĕ.

_ "Пĕр кун маларах акатăн, эрне маларах пухса кĕртетĕн", "Çурхи кун çулталăк тăрантарать" _ тенĕ ĕлĕкех. Вĕсем паян та хăйсен хăватне çухатман. Кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр тесен паян пирĕн çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма тăрăшмалла, _ терĕ Мансур Минивелиевич.

Яваплă тапхăр ăнăçлăхĕ техникăран та нумай килет. Хальхи вăхăта тракторсен _ 95 проценчĕ, сеялкăсен _ 96, культиваторсен _ 88, дискаторсен _ 95, çĕр улми лартаканнисен _ 96, тиевпе çỹрекен автомашинăсен 75 проценчĕ юсавлă. Ака валли дизель топливи 312 тонна кирлĕ, вăл 160 тонна (кирлинчен 52 процент), автобензин _ 22 тонна (38), дизель çăвĕ _ 13 тонна (38 процент) пур.

Мероприятинче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене паракан кредитсемпе субсидисем пирки ял хуçалăх министерствин специалисчĕ Н. Алимова тухса калаçрĕ. Вăл патшалăх пĕлтĕр панă пулăшусемпе тата кăçал сĕнекеннисемпе паллаштарчĕ.

Патшалăх инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев техникăна вăхăтра тĕрĕслев витĕр кăларасси, "Чувашский" агрохими службин агрохимикĕ С. Шалтынов минераллă удобренисемпе усă курнин, кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнин витĕмĕ пирки тухса калаçрĕç.

Семинар-канашлăва Н. Глухов пĕтĕмлетрĕ. Вăл пурне те çур акине ăнăçлă ирттерсе яма, кĕркунне пысăк тухăç пухса кĕртме сунчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика