АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăх _ сывлăх "çăлкуçĕ"

01 апреля 2015 г.

Кăнтăрла хĕвел хĕртет пулин те Хĕлип Мучи пиртен уйрăласшăн мар-ха. Ирпе-каçпа аванах шăнтать, кăнтăрла та алă шăнмаллах сивĕ тăрать. Хальлĕ- хе урамра шыв кĕрлесе юхмасть пулсан та шурă юр куçран çухалсах пырать. Çавна пула хĕл каçиччен пухăннă çỹп-çап куç умне тухать. Куллен иртсе çỹрекен вырăнсенче çакăн пек ỹкерчĕксем пулни кăмăла пăсать. Тирпейлĕхпе тасалăх çинчен район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов кашни тунтикунах иртекен канашлура аса илтерсех тăрать пулин те çак ыйту _ чи çивĕччисенчен пĕри. Çанталăк ăшăтсанах район центрĕнче ĕçлекенсем хăйсен территорийĕсене тасатма пикенеççĕ. Ку йĕрке аван. Ара, таса та тирпейлĕ урампа утса пыма кăмăллă-çке. Шел те, çакна курман, хисеплемен, йĕркене пăхăнман çынсем пурри те шухăшлаттарать. Халăхпа ирттернĕ пĕр-пĕр мероприяти хыççăн тасамарлăх хуçаланма тытăнать: квас, тĕрлĕрен сĕткен, сăра савăчĕсем, бутылкисем выртса юлаççĕ. Юнашарах ятарлă контейнер вырнаçтарнă пулсан та унта мар, çĕр çине пăрахса хăваратпăр. Çакă ĕнтĕ вăл пирĕн тирпейлĕх, пирĕн кулленхи культура çукки.

Ку ыйтупа редакцине те шăнкăравсем килсех тăраççĕ. Акă, нумаях пулмасть, Патăрьелĕнчи Калинин урамĕнче пурăнакан пĕр хуçалăх хуçисем таврана варалани тата сиен кỹни çинчен пĕлтерчĕç. Куçпа курса ĕненес тĕллевпе çула тухрăмăр. Чăнах та кил хуçисем ĕне-выльăх навусне çынсем çурекен çул çумнех купаласа пынă (ỹкерчĕкре). Халĕ вара çанталăк ăшăтнине пула унăн каяшĕ тин кăна сарнă асфальт çул çийĕн юхать, ăна варалать.

Ялсенче хушма хуçалăхпа пурăнакансем хăйсен çỹп-çапне тасатсах тăраççĕ пулсан, райцентрти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем темшĕн çакна курмăш тăваççĕ. Хам та çавăн пек çуртра пурăннăран, "эп пăрахман, кам варалать çав тасаттăр" е тата "килсе тасатĕç-ха" тенине тăтăшах илтетĕп.

Манăн пур çын та тирпейсĕр тесе калас килмест. Телее, пур-ха пирĕн хушăра уншăн тăрăшакансем, ỹркенмен çынсем. Хăйсен пахчинче тата çурчĕсем умĕнче хитре те илемлĕ çеçкесем ỹстерекенсем те пайтах. Сăмахран, пĕлтĕр çулла Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 45-49 çуртсенче пурăнакансем тротуар çумĕпе ỹстернĕ чечексем иртсе çỹрекен чылай çын кăмăлне çĕклентерчĕç. Йĕри-тавра тасалăх, куçа илĕртекен çеçкесем ытларах пулччăр тесен пирĕн уншăн кунран-кун тăрăшмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика