01 апреля 2015 г.
Сĕт хакĕ юлашки вăхăтра чылай çынна хумхантарать. Республика Пуçлăхĕ те ку ыйтупа кăсăклансах тăрать. Михаил Васильевич нумай пулмасть пирĕн района килсен те пахалăхлă сĕтĕн хакĕ тивĕçлипе пулмаллине каларĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче вара çак темăпа район администрацийĕн Пысăк залĕнче канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Мансур Калмыков, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ветеринари службин специалисчĕсем, сĕт пухакансем хутшăнчĕç.
Паяна районта сĕт пухакан 5 пункт ĕçлет, ăна 40 ытла çын пуçтарать. Куллен 114 тонна сĕт кĕрет, вăл шутран 77 процентне халăх сутать, ыттине _ ял хуçалăх предприятийĕсем. Хальхи вăхăтра паха шĕвекĕн пĕр литрне 17-19 тенкĕпе туянаççĕ. Хака час-часах районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра тата районăн официаллă порталĕнче пичетленине пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ В. Фролова.
П. Ефимов сĕте илнĕ, турттарнă тата реализациленĕ чухнехи ветеринарипе санитари правилисене каласа пачĕ. Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин Патăрьел зонинчи лаборатори мартăн 24-мĕшĕ тĕлне сĕт пахалăхне палăртма 367 тĕрĕслев илнĕ. Тĕпченĕ хыççăн чылайăшĕ Таможня союзĕн техника регламенчĕ ыйтнине тивĕçтерменни курăннă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци те продукци пахалăхне тĕрĕслемелли "Клевер-2" прибор туяннă.
Канашлура сĕт пухакан индивидуаллă предпринимательсемпе уйрăм хушма хуçалăхсем тумалли килĕшỹпе те паллаштарчĕç. Тĕплĕнрех район администрацийĕн официаллă порталĕн
"Ял хуçалăхĕ" баннерĕнче тата ял тăрăхĕсенче пĕлме пулать. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ И. Кошкина ветеринари службинче тăрăшакансене малалла та сĕт пахалăхне пăхсах тăмалли, сĕт пухакансене пахалăха кура тỹлессине йĕркелемелли, пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна кăтартусем пуласси пирки чарăнса тăчĕ.
Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май М. Калмыков канашлура каланă шухăшсене, çитменлĕхсене тĕпе хурасса шаннине, сĕте пахалăхне кура тỹлемеллине пусарсах каларĕ. Çак ыйтăвах вăл тунтикун, мартăн 30-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура та çивĕч-летрĕ.
_ Сĕт пухакансен çывăх вăхăтрах пахалăха кăтартакан приборсем туянмалла, çу хисепĕ пысăккисене хавхалантарассине йĕркелемелле. Çакăн пек тусан çеç эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме пултаратпăр. Республикăри ял хуçалăх министерстви хушнине шута илсе сĕт пухакансен кашни уйрăм хушма хуçалăхпа килĕшỹ тумалла, _ терĕ Мансур Минивелиевич.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)