01 апреля 2015 г.
Культура ĕçченĕсен уявне районта та анлăн паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин, вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова, централизациленĕ клуб системин директорĕ А. Овчинникова, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕн çумĕ И. Гаврилова тата ыттисем саламларĕç. Тăрăшуллă ĕçченсене, культура учрежденийĕсене хисеп грамотисем тивĕçрĕç.
Уява çĕнĕлĕх кĕртни те сисĕнчĕ. Кăçал хăйсен юбилейĕсене паллă тăвакансем ĕçтешĕсен умĕнче хăйсен пултарулăхĕпе халăха чăннипех те савăнтарма пултарнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç: юрларĕç, сăвăсем вуларĕç, ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.
В. Арланова, Н. Лаврентьева, Ю. Езюков культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç.
Культура учрежденийĕсенче паян 273 кружок, секци ĕçлет. Вĕсене 3,5 пин ытла çын çỹрет. 10 коллектив "Халăх" ята тивĕçнĕ.
2014 çулта пирĕн район "Чăваш Республикинчи культура территорийĕ" конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Культура учрежденийĕсенче пирĕн чăннипех те ăста çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсем артист та, психолог та, театрал та, педагог та. Культура эткерлĕхне малалла тытса пыраççĕ сцена ăстисем. Куракансене уявсенче çеç мар, ытти кунсенче те савăнăç кỹрекен концертсем, тĕл пулусем, çавра сĕтел хушшинчи калаçусем ирттереççĕ. Ăнăçу пултăр вĕсен малашне те.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)