01 апреля 2015 г.
Пĕр-пĕрне пĕлес тесен çур пăт тăвар çимелле теççĕ. Шăнкăртамри Нурия Минулловнапа Ринат Абдулаххатович çур ĕмĕр пĕрле пурăнса ăна унтан та ытларах тутаннă пулас. Çур сăмахранах ăнланаканскерсем çак çула çитнине сисмерĕç те. Ытла та хăвăрт иртет-çке вăхăчĕ. Килĕшỹре пурăнсан пушшех те.
Ачалăхĕ иккĕшĕн те пĕрешкелрех иртнĕ. Вăрçă хыççăн çуралнăскерсен, сакăр класс хыççăн малалла вĕренес е хулана тапса сикес шухăш пулман. Нурия Минулловна 17рех типографине ĕçе кĕнĕ. Пуçламăш кунранах хĕр кунта çав тери пысăк чăтăмлăх кирлине туйнă. Вĕтĕ-вĕтĕ саспаллисене пуçтарса сăмах тумалла пулнă. Унтан вара текст. Кĕске вăхăт хушшинчех аслăраххисем те, ăстараххисем пĕрер полоса (страница) пуçтарма ĕлкĕрнĕ. Кашни пĕр йĕркене икĕ пỹрне хушшине хĕстерме тивнĕ. Мĕн тери кансĕр иккен 36-37 саспаллине пĕр харăс тытасси! Пỹрнесене лĕнчĕр ярсан веçех сапаланать. Çĕнĕрен йĕркене кĕртме тата та кансĕртерех. Шăла çыртса вĕреннĕ Нурия верстальщицăна. Ашшĕпе амăшĕ ăна пурнăçри йывăрлăх умĕнче нăйкăшма вĕрентмен.
Маларах хĕре пĕчĕк-пĕчĕк бланксем тума шана пуçланă. Заказа ĕçе ярас тесе апат вăхăтне те манса ĕçленĕ хĕр. Пурăна киле хаçат страницине калăплама пуçланă. Кайнă вара ĕç! Типографинче паянхи ĕçе ырана хăварма çук. Вулакан хаçата палăртнă кун илме хăнăхнă. Ăна ирех почтăна çитерес тесен 6, 7, 8-ччен те ĕçленĕ.
Паян çак вăхăта ăшă кулăпа аса илет Нурия Минулловна. Пĕрле чылай çул ĕçленĕ Л. Санигерова, Г. Айзатуллова верстальшицăсен, В. Краснова, А. Филимонова, Н. Ляллина печатницăсен тăрăшулăхне уçăмлăн палăртать. Ытла та пĕр çемьери пек ĕçлесе пурăннă-çке.
Хĕр пурнăçĕ хăналăх теççĕ. Тĕрĕсех. Шăнкăртам каччиех куç хыврĕ Нурияна. Ринатпа пĕрлешсе вĕсем 4 хĕр çуратса ỹстерчĕç. Пĕринчен тепри чипер _ Рузия, Сирине, Лилия тата Йолдыз. Пурте çунат хушса вĕçме те ĕлкĕрнĕ. Аслисем виççĕшĕ те Ульяновскине тĕпленнĕ. Рузияпа Йолдыз (Шăнкăртамрах) суту-илỹ ĕçне кỹлĕннĕ. Варринчисем вара сиплев ĕçĕнче тимлеççĕ. Хăйсем ĕçлекен больницăна çулленех ашшĕпе амăшне илсе кайса сывлăхĕсене тĕрĕслеттерсех тăраççĕ. Çакă Нурия Минулловнапа Ринат Абдулаххатовичшăн та лайăх. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкменнине туйса килеççĕ вара. Шурă халатлăскерсем пациентсемпе хăйсене мĕнле тытнине сăнаççĕ. Ытти сипленекенсем вĕсене тав сăмахĕ каланине илтме çав тери кăмăллă. Вырăнти телевиденипе хĕрĕсен ĕçне çутатнă передачăна та, хаçатра çырнă материала та вулама тỹр килнĕччĕ ашшĕпе амăшне.
Çын çинче ыр кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме, май килнĕ таран пулăшма сахал мар вĕрентнĕ хĕрĕсене Шарафутдиновсем. Ырă туни ырăпа таврăнасса ĕмĕтленме хăнăхтарнă. Ватăсенчен хăй те çур сăмах та иртсе курман Нурия. 36 çул хунямапа пурăннă вăл. Зайре аппана хăйĕн амăшĕ вырăннех хунă.
Тивĕçлĕ канура халĕ Ринат Абдулаххатович та. Вăл чылай çул Патăрьелĕнчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра товаровед, каярахпа тĕп больницăра слесарь пулса ĕçлерĕ.
Ял çинче хисеплĕ, сумлă Шарафутдиновсем. Чыса вĕсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те. Нурия Минулловнана пĕр хутчен çеç мар район совечĕн депутатне, ĕçтăвком членне суйланă. 9, 10, 11-мĕш пилĕкçуллăхсен ударникĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи вăл. Районти, республикăри Хисеп хăми çине те тăрăшуллă ĕçе пулах кĕнĕ.
8 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук çитĕ-нет паян Шарафутдиновсен. Наиль, Шамиль, Решид, Марат кĕрỹшĕсем кăмăллă. Мăнукĕсен туйĕсене те çỹреççĕ. Ăрăва малалла тăсакансене хăйсем пекех килĕшỹре, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнма пил параççĕ. Сумлă парне кỹнине те палăртмалла.
_ Вăй-хал çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усратпăр, пахча-çимĕç çитĕнтеретпĕр. Парник пур. Мĕн хатĕрлени тепĕр çимĕçчен сыпăнса пурăнма çитетех. Пенсие киле килсех параççĕ. Самани лăпкă тăтăрах. Кунтан лайăх пурнăç пулмасть те пулас,_ теççĕ çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан Шарафутдиновсем. Çак сăмахсен çумне хушса калани кирлех те мар пулас.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)