01 апреля 2015 г.
Сăкăтри вăтам шкулта географи эрни иртрĕ. Вĕренекенсем унта хаваспах хутшăнчĕç. Кашни класс географи темипе хаçат кăларчĕ. Вĕсенче ачасем çут çанталăка, океансене, тĕнчери тĕрлĕ халăх ĕçĕ-хĕлне сăнлама тăрăшрĕç. Кроссвордсемпе чайнвордсем, ребуссем шутласа кăларчĕç. Чи паха стена хаçачĕ 7а класăн "Экватор" пулчĕ. 6 тата 7б классем иккĕмĕш, 5, 8 классем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ỹкерчĕксен конкурсĕнче 6 класри К. Егоровапа Т. Гусарова çĕнтерчĕç.
8-9 классем хушшинче "Раççей _ манăн тăван çĕршыв" викторинăра А. Кузнецовпа А. Чиркин мала тухрĕç. 7а тата 7 б классем КВНра тупăшрĕç. Ачасем географипе çыхăнтарнă интереслĕ ăмăртусемпе вăйăсенче тĕнче йĕри-тавра çаврăнчĕç, икĕ команда та пĕрешкел очко пуçтарчĕ.
10-11 классенче ирттернĕ "Самое-самое на политической карте мира" викторинăра Ф. Кариков (10 кл.) тата А. Анюров (11 кл.) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
11 класра "Глобальные проблемы человечества" темăпа конференци иртрĕ. Унта хутшăнакансем кашни хăйне уйăрса панă çĕршывĕсемпе тата регионĕсемпе çыхăннă проблемисене _ ядерлă вăрçа, терроризмпа преступноçа сирсе ярас, апат-çимĕç, демографи лару-тăрăвне, нацисем хушшинчи хутшăнусене _ çĕклерĕç. И. Кудряшова вĕренекен вара тĕнчери экологи ыйтăвĕн презентацине тарăннăн уçса пачĕ.
Контурлă карттăсем хушшинче ирттернĕ конкурсра Н. Яковлевапа (9кл.) А. Кузнецов (8) çĕнтерчĕç. Компьютер вăййисенче Андрейпа Александр Кушниковсене (шăллĕпе тетĕшĕ) çитекенни пулмарĕ. 6 классем вара географи плошадкинче тĕрлĕ приборпа çут çанталăка сăнарĕç, тĕпчевсем ирттерчĕç.
Вĕренекенсем предмета кăмăлланине тĕрлĕ рефератпа, калавпа çирĕплетрĕç, сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.
Çĕнтерỹçĕсене шкул администрацийĕ грамотăсемпе чысларĕ.
С. ЕЛКИН, географи учителĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)