01 апреля 2015 г.
Сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан акципе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ, тĕл пулу, викторина иртет. Ку хутĕнче аслă класри хĕрачасем хушшинче мини-футбол йĕркелерĕç. Вăйă тăххăрмĕшсенчен пуçланчĕ. Пĕрремĕш мечĕке 9б класри Е. Семенова хапхана тапса кĕртрĕ. Вĕсемех 2:0 шутпа вĕçлесе финала тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна 10г класс йышăнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсемшĕн кĕрешнĕ тупăшура 11г спортсменĕсем çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç.
"Хапха хỹтĕлевçи" ята Я. Васюткина тивĕçрĕ, пĕр мечĕк те кĕрттермерĕ. "Лайăх тапăнса вылякансем" Л. Царевапа Е. Семенова пулчĕç. "Хỹтĕлевçĕ" ята С. Ракова çĕнсе илчĕ. Вăйă арçын ачасем çеç мар, хĕрачасем те тулли кăмăлпа выляма пултарнине çирĕплетрĕ. Акци малалла пырать.
В. АНТИПОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)