08 апреля 2015 г.
РЕСПУБЛИКĂРА Юхмапа Пăла тăрăхне ĕçчен те пултаруллă халăх пурăннипе çеç мар, Паттăр енте матур та ăста спортсменсем çитĕннипе те пĕлеççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн район вунă çул ытла ĕнтĕ лидерсем хушшинче. Темиçе кун каялла çеç республикăри спорт министерстви 2014 çулхи смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Хальхинче те Патăрьелсен ячĕ лидерсем йышĕнче пулни кăмăллă. Халăх хушшинче физкультурăпа массăллă спорта аталантарассине кирлĕ пек туса пынăшăн район иккĕмĕш вырăн йышăннă. 600 ытларах çын çỹрекен ДЮСШсенчен те пирĕн "Паттăр" спорт комплексĕ (директорĕ А. Краснов) кăтартулли, иккĕмĕш вырăнта. Смотр-конкурсра çĕнсе илнĕ 80 пин тенкĕ укçа спорт учрежденин пурлăхпа техника базине тата ытларах пуянлатма кайĕ.
Çакна та палăртма кăмăллă: çулсеренех пирĕн районтан тĕрлĕ шайри спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем пиçсе тухаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)