08 апреля 2015 г.
ЫРАН, апрелĕн 9-мĕшĕнче, 10 _ 12 сехетсенче суд приставĕсен Федераллă службин Чăваш Республикинчи управлени ертỹçи Анатолий Юрьевич Иванов районти суд приставĕнче граждансене хăйсене пăшăрхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусемпе йышăнать. Çакнашкал тĕл пулу, меллĕ самант час-часах пулаймасть. Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ертỹçипе куçа-куçăн курнăçса калаçма пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)