АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕчĕ пахалăхлă, тỹлевĕ тивĕçлĕ пултăр

08 апреля 2015 г.

 "Сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре темиçе проекта пурнăçланă. Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшăнакансен _ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен _ хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле. Республикăра туса илекен сĕтĕн çуррине яхăн пайне вăрах вăхăт хушши ĕнтĕ унăн тулашне турттарса тăраççĕ. Çавна пула Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем час-часах пахалăхлă чĕр тавар çитменнине туяççĕ, рынокра йĕркеленекен туяну хакĕсем вара сĕт туса илекенсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантармаççĕ.

" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2015 çулта янă Çыруран.

Юлашки çулсенче ял çынни сĕте укçана çавăрать, çавна май уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем хушшинче 4-5 е ытларах ĕне тытакансем те йышлă. Ара, нухрачĕ кулленех кирлĕ вĕт. Ачасене шкулта апат çинĕшĕн те, электричествăпа, газпа усă курнăшăн та кашни уйăхрах тỹлемелле. Çавăн пекех çăкăрне те, пылак çимĕçне те, тумтирне те туянмалла. Пĕр сăмахпа каласан _ утăм утмассерен укçа кăларса хумалла. Халăх ирĕксĕрех çемье бюджетне пуянлатмалли мел шырать. Хĕвелтен маларах вăранса витене тухмаллине пăхмасăрах (йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ. _ Авт.) хресчен картиш тулли выльăх усрать. Анчах та сĕте йỹнĕпе туянни нумайăшне пăшăрхантарать. Пĕр литр лимонад _ 20-25 тенкĕ, сывлăхшăн сиенлĕ кока-кола 50-60 тенкĕ тăнă чухне паха шĕвеке 16-18 тенкĕпе çеç сутни пĕр тĕлĕнтерет, пĕр тарăхтарать. Чăнах та, сĕт хакĕ хĕлле кăштах ỹсет-ха (анчах пĕрех 30 тенке çитмест), çулла вара чылай йỹнелет.

Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ку ыйту патне тимлĕх ытларах та ытларах уйăрать. Районсене тухса çỹренĕ чухне те кăсăклансах тăрать, сĕте пахалăхне кура тỹлемеллине те асăрхаттарать. Шухăшĕ питĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен пĕрисем таса сĕт тухса параççĕ пулсан, теприсем шыв хушаççĕ. Çакна тĕпе хурса Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче вăй хуракансем ял тăрăхĕсене çитсе сĕтсене тĕрĕслеве илчĕç. Новосибирскинче кăларнă "Клевер-2" аппарата туяннă хыççăн тĕпчев ирттерме йывăрах мар, вăл хăйех шурă шĕвекĕн çу хисепне, белокне, çăралăхне, шыв мĕн чухлĕ хушнине экран çине кăларать. Малтанхи кăтартусем тăрăх, Шăнкăртам ял тăрăхĕнче тĕрĕсленĕ сĕтсенчен 63 процентне (!), Тутар Сăкăтĕнче _ 41, Сăкăтра _ 26, Первомайскинче _ 18, Кзыл Чишмара _ 46, Пикшик ял тăрăхĕнче 12 процентне "авлантарнă". Кăвак халатлă специалистсене курсан сĕт паракансем витрисене каялла йăтса кĕнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Укçа кĕртес тесе улталаççĕ пуль-ха та, анчах çав паха шĕвеке хулара хамăрăн ачасемех, тăвансемех туянаççĕ. Кутăн кĕрекен нухрат кутăнах тухать, тенине те илтнĕччĕ. Автобусра пĕр хĕрарăм ĕмĕрлĕх тĕнчене куçсан сĕте шывпа хутăштарнисене пĕр-пĕринчен уйăрттараççĕ тесе калани те асрах. Те тĕрĕс сăмах, те суя, анчах шухăшлаттарать.

Апрелĕн 2-мĕшĕ тĕлне Патăрьелĕнчи зона лаборатори- йĕпе выльăх- чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци сĕт пахалăхне палăртма 842 тĕрĕслев илнĕ. Унтан 198 тĕслĕх _ белокпа, çу хисепĕпе _ 71, çăралăхĕпе _ 320, шыв хушнипе 266 тĕслĕх (31 процент) патшалăх стандартне ларман. Сĕт пахалăхĕн патшалăх стандарчĕ Кăтарту ячĕ Кăтарту хисепĕ Сĕтри çу хисепĕ, процентпа, палăртнинчен пĕчĕк мар 2,8 Белок хисепĕ, процентпа, палăртнинчен пĕчĕк мар 2,8 Сĕтри çусăр типĕ япаласен массин хисепĕ (СОМО), процентпа, палăртнинчен пĕчĕк мар 8,2 Çăралăхĕ, кгỸм3, палăртнинчен пĕчĕк мар 1027 Иртнĕ эрнере, апрелĕн 3-мĕшĕнче, выльăх-чĕр-лĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче ĕçлекенсем Патăрьелĕнче тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче рейд ирттерчĕç. Вĕсемпе пĕрле эпĕ, çак статья авторĕ, хутшăнтăм.

_ Тахçанах çакăн пек тĕрĕслевсем йĕркелемелле. Эпир сĕт паратпăр, теприсем _ шыв. Пире çакă кỹрентерет! _ кăмăлсăрланчĕç Советски урамĕнчи хĕрарăмсем.

_ Тĕрĕслевсем йĕркеленĕренпе сĕт палăрмаллах лайăхланчĕ. Малашне пахалăха кура тỹлесси пирки калаçаççĕ, кăна та ырлатăп. Сĕт йышăнакан пунктсенче те лаборатори тĕпчевĕ ирттерсен аван пулмалла, _ терĕ хĕрарăмсен сăмахне малалла тăсса С. Наумова сĕт пухакан.

Çак кун специалистсем 21 тĕрĕслев илчĕç. Ветсанэкспертиза заведующийĕ Е. Шуряшкина тата Т. Михеева ветеринари санитарĕ кашнине "Клевер-2" прибор урлă кăларчĕç. Сĕт сутакансенчен улттăшĕ (22,5 процент) шурă шĕвеке шыв 4,2 процентран пуçласа 22,5 процент таран хушни палăрчĕ. Çавăн пекех ĕнесем маститпа чирлĕ маррине те пăхрĕç.Сĕт пахалăхне тĕрĕслесси районта малалла пырать. Ветеринари специалисчĕсем Патăрьел, Тăрăн, Ыхра Çырми, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Сăкăт, Первомайски, Турхан, Пикшик, Кзыл Чишма, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенче пулнă, çывăх вăхăтра ыттисене те çитĕç.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ; О. ПАВЛОВА, хаçат сотрудникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика