АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăпатан кантри, япалан йĕрки пулмалла

08 апреля 2015 г.

 2015 çулхи март уйăхĕнче районта 13 мăшăр пĕрлешнĕ. Çав вăхăтрах вара 8 çемье арканни çинчен хут тутарнă.

ЗАГС пайĕн кăтартăвĕнчен.

Пурнăç йăл кулăллă та куç-çуллĕ пулнине пĕлетпĕр-ха. Анчах çỹлерех илсе кăтартнă цифрăсем чылайăшне пăшăрхантармалла. Юратсах пĕрлешеççĕ пулсан мĕншĕн уйрăлмалла?

Юлашки вăхăтра каччăсемпе хĕрсем çĕнĕ йĕркепе пурăнма тытăнчĕç: тĕл пулаççĕ, паллашаççĕ, туйăмсене тĕрĕслеме... пĕр йăвара тĕпленеççĕ. Çамрăк мăшăрсем ĕлĕкхи пек ЗАГСа кайса хутшăнăвĕсене саккунпа çирĕплетме хыпăнмаççĕ.

Паян пĕринпе, уйăхран тепринпе, çур çултан виççĕмĕшĕпе "юрату вăййи вылянă" хыççăн "пĕр пек характерлă" мар тесе хăшĕ ăçталла пĕлет çавăнталла уйрăлса каяççĕ. Çырăнмасăр пурăнни çак енчен аван ĕнтĕ. Мăшăр умĕнче яваплă мар, хирти çил пек ирĕклĕ.

Тепĕр енчен çырăнмасăр пурăннин киревсĕр енĕ те сахал мар. Вĕсем кĕтỹç пушши пек кĕтмен чух "шартлатма" та пултараççĕ. Ача çуралсан камăн хушаматне çыртармалла? Тата ашшĕ ятне те палăртмалла. Пĕрле пурăнмасан ывăл е хĕрĕн хушамачĕ амăшĕннипе пĕрешкел пулманни çитĕнекен ăрăва садике çỹренĕ чухнех кăсăклантарма пуçлать. Вăл кун пирки ыйтатех. Мĕн хуравлĕ асли?

Мăшăрĕпе çырăнмасăр пурăнакан хĕрарăм пĕччен амăшĕ пулса юлас хăрушлăх пур.

Арçынсем яваплăхран хăраканни сайра-им? Çемьере çĕнĕ çын çурални шиклĕх туйăмĕ вăратать. Çавăнпа-тăр арçын пепкине çеç мар, амăшне те "паллами" пулать. Кун пек чухне ашшĕне генетика экспертизи çеç палăртма пултарать. Арçынпа хĕрарăм пĕрле пурнăçа тулăх тума, ача-пăча çуратса ỹстерме ĕмĕтленсе пĕрлешеççĕ. Анчах пурнăç урапи тикĕс чупманнисем уйрăлса каяççĕ.

Пĕрле пулма çирĕппĕн шут тытнă мăшăрсем ваттисен йăли-йĕркипе пил илсе пĕрлешсен аванрах. ÇЗАГСа каиччен çитĕннĕ кашни çамрăкăн çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма шут тытнине çиччĕ виçсе пĕрре татăклă хурав илмелле. Шухăша вĕçленĕ май каллех пỹрнене çĕрĕ е мăя "хăмăт" тăхăниччен пĕр-пĕрне ки- лĕштерсе 30, 40, 50, 60 çул пĕрле пурăнакан, сывă та тĕреклĕ ача-пăча ỹстерекен йăхри, кỹршĕри кăтартуллă çемьесен тĕслĕхне вырăна хума сĕнесшĕн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика