АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

08 апреля 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарас умĕн аса илмелли самантсем те, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсем пирки çырмаллисем те пайтах. Вĕсенчен пĕри Анат Чакăри Федор Максимович Сергеев. Вăл вăрçă суранне пула çирĕм çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайрĕ пулин те, унăн ырă ячĕпе хисепне, пултарулăхне, паян кун та асрах тытаççĕ.

Федор шкулта чухнех питĕ тăрăшуллă ача пулни палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Первомайскинчи вăтам шкултан пиллĕк паллăпа çеç вĕренсе тухнă. Учитель пулас туртăмĕ пысăк пулнăран ача Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕренсе специальность илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та ăна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килмен. Çук пурнăç, мĕскĕнлĕх унăн шухăшĕсене çурмалла татнă, мĕншĕн тесен çăпатасăр пуçне урине тăхăнма та нимĕнле пушмак пулман. Ашшĕпе амăшĕн вара ăна туянса пама мехел çитмен. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Федор çамрăклах укçа тума Мускавах тухса кайнă. Пĕр тапхăр пысăк хулара ĕçлесе килнĕ хыççăн каччă Первомайскинчи крахмал заводне столовăй заведующийĕ пулса вырнаçнă. Каярахпа Красноярск крайĕнче счетоводра та тăрăшнă. Çакăнта чухнех ăна салтака кайма ят тухнă. 1939 çулхи ноябрьтен пуçласа тепĕр çулхи çак вăхăтчен вăл Приморскинчи çар округĕнче полк шкулĕн курсанчĕ пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăн ăна пĕр тапхăр отделени командирĕ пулма та шаннă. Каярахпа _ стрелоксен, минометсен полкĕсен взвод командирĕ тата ытти те. Федор Максимович Белорусси çар округĕн командованийĕн приказĕпе килĕшỹллĕн "Хĕрлĕ Çăлтăр" ордена илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне çемье архивĕнче медальсем те чылай. Çартан тăван яла 1947 çулхи апрель уйăхĕнче таврăннă. Ĕнерхи салтак тỹрех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ, кирек мĕнле тивĕçе те чун-чĕререн, кăмăлтан пурнăçланă. Çавăнпах ĕнтĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă салтакăн ырă ячĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ пирки паян кунчченех лайăхпа аса илеççĕ.

Н. КОЗЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика