20 февраля 2013 г.
Петр НИКИФОРОВ, “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ: Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăнах та, патшалăх енчен çак отрасле тĕрев, витĕм ытларах кирлĕ. Мĕншĕн тесен, ял хуçалăхĕ – общество аталанăвĕн никĕсĕсенчен пĕри. Çакна та шута илмелле: республикăра пурăнакансенчен ытларах пайĕ ял çынни.
Çапах кирек мĕнле пулсан та чăн малтан вырăнта тăрăшарах, тухăçлăрах ĕçлемелле. Шухăшлава улăштарни, ĕçе çĕнĕ варкăшсем кĕртни те пĕлтерĕшлĕ. Çак енсене усă курнăранах эпир паян начар мар ĕçлесе пыратпăр. Пирĕн хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе уй-хир отраслĕсем аван аталанаççĕ.
Людмила ЮРКИНА, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ: Çырăва чăн малтанах итлерĕм, ун хыççăн пысăк кăмăлпа вуласа тухрăм. Экономика, вĕрентÿ, социаллă пурнăç, спорт – Çырура тĕрлĕ енлĕ палăртнă тĕллевсем. Вĕсем пурте пурнăçланмаллискерсем. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатасси – пысăк тĕллев. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, паллах, çине тăма тивĕ.
Республика Пуçлăхĕн сăмахĕнче мана уйрăмах çак самант килĕшрĕ: вăл хăйĕн сăмахне кашни çын ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемеллинчен пуçларĕ, çавăн чухне çеç республика экономики сулмаклă утăмсемпе малалла каяссине çирĕплетнипе вĕçлерĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлемелле те кашни çыннăн.