20 февраля 2013 г.
Февралĕн пĕрремĕш çурринче çанталăк ăшă тăнă май республикăри юхан шывсемпе кÿлĕ-сенче пăр çÿхеле пуçланăран хăрушлăх ÿс-рĕ. Нумай пулмасть çеç Муркаш районĕнче УАЗ автомашина шыва чăмнипе Атăла пулă тытма кайнă 6 арçынтан ик-кĕшĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнине, тепĕр тăваттăшне çăлнине массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерчĕç. Анчах асăрханулăх пирки чылай чухне хăвăрт манатпăр.
Инкексен шучĕ нумайланнă тата транспорт е ытти пурлăх çухатăвĕ ÿснĕ май тимлĕхе ÿстермелле. Пăр çине техникăпа, çав вăхăтрах юр тăрăх çÿрекеннипе те кĕме юрамасть. Хăрушлăха асăрхаттарса лартнă палла курсан çав вырăнтан пăрăнса каймалла. Предприятисемпе организацисен ертÿçисен техника хăрушсăрлăхĕпе инструктаж ирттермелле. Транспортпа çÿрекен йĕркене пăсса пăр тăрăх пырать пулсан, ăна РФ Кодексĕпе килĕ-шÿллĕн айăплаççĕ.
Ача-пăча та халь ытларах урамра çÿреме юратать. Ашшĕ-амăшĕн вĕсене юхан шывсемпе кÿ-лĕсен хĕррине кайма, шалалла кĕме юраманни пирки çирĕппĕн асăрхаттармалла.
И. ВАСИЛЬЕВ,
Гостехнадзорăн районти начальникĕ.