20 февраля 2013 г.
Обществăлла секторти тата килти хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби палăртнă плансене пурнăçа кĕртрĕмĕр. Ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене вăхăтра туса тăнăран вĕсене сарăлма памарăмăр. Пирĕн тăрăхра бруцеллез, туберкулез, çĕпĕр язви, урмăш чирĕ, сысна чуми тата ытти тĕслĕхсене пĕрре те шута илмен. Специалистсем чирсем ан сарăлччăр, туса илекен продукци çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăлартăр тесе нумай вăй хучĕç. Çавăн пекех ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх ертÿçисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те витĕм кÿчĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварассипе, пăрусемпе сысна çурисем илессипе “Звезда”, “Красное знамя”, “Труд”, “Батыревский”, “Исток”, “Первомайск”, “Малалла” хуçалăхсем, “Юрма” агрохолдинг тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем пĕлтĕр витесене хĕле валли тĕплĕ хатĕрлерĕç, стенасене шуратса дезинфекцилерĕç.
Эпир профилактикăпа диагностика ĕçне тĕпе хуратпăр тата мероприятисене те планпа килĕ-шÿллĕн пурнăçлатпăр. Уйрăм хуçалăхсенче выльăх йышлăран тухтăрсен çуллахи вăхăтра пĕрре те канăç çук. Вĕсем вĕçĕмсĕр диагностика тишкерĕвĕ, чир-чĕртен профилактика ирттермелле. Ку енĕпе Первомайскипе Туçари ветеринари лечебницисем (заведующийĕсем – Н. Трофимова, В. Быков), Аслă Чементи, Çĕньялти, Кзыл Чишмари ветучастоксем (С. Михайлова, В. Ершова, Х. Хамматов) ăнăç-лă вăй хунине палăртмалла.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен учреждени Патăрьел ялĕнчен инçетре вырнаçнине, çынсене çÿреме кансĕррине шута илсе хăш-пĕр ялти ветлечебницăсемпе ветучастоксенче (Туçа, Кзыл Чишма, Турхан) ятарлă киосксем ĕçлеççĕ. Вĕсенче пĕрремĕш пулăшу памалли эмелсем çителĕклĕ. Çавăн пекех ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе Туçа, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпÿрт, Шăнкăртам, Çĕньял, Турхан, Шăхач, Аслă Чемен, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче ĕнесене йăхтармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Выльăх пĕтĕ-леннĕ хыççăн Ял хуçалăх министерстви урлă субсиди илме кирлĕ хутсем хатĕрлесе панă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсене шаннă тивĕçе чунтан пурнăçласа пыраççĕ. Уйрăмах “Батыревский” пĕрлешÿри Д. Аврелькина, “Звезда” кооперативри Г. Щукинана, “Красное знамя” хуçалăхри А. Кудряшова тата ыттисене те лайăхпа палăртмалла.
Ветеринари ĕçĕ нумай енлĕ пулнă май ветеринари службин яваплăхĕ ÿснипе пĕрлех прави те анлăланчĕ.
П. ЕФИМОВ,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.