АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен килет

20 февраля 2013 г.

Ял çынни ку вăхăталла вăрлăх туянма васкать. Нумайăшĕ хăй калча туса ÿстересшĕн. Ку аван: хамăр алăпа çитĕнтерни темрен паха, паллах. “Анчах та тăрăшни сая ан кайтăр. Укçăра çилпе ан вĕçтерĕр”, – тесе асăрхаттараççĕ Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Сăлтавсăр мар, паллах. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вăрлăхсене тĕрĕсленĕ май должноçри 1 çынна, 2 усламçа, уйрăм 2 çынна административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.

Вăрлăхлă 900 хутаçа (4,5 тонна) сорт пахалăхне çирĕплетекен документсăр сутнă. Çав шутра Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртменнисем те пулнă. Етĕрне хулинче, сăмахран, кишĕрĕн “Нантская улучшенная”, “Сливочная помадка”, помидорăн “Ирма”, “Юбилейный Тарасенко”, купăстан “Лангедейкер” текеннисене тата хăш-пĕр чечек сорчĕсене йĕркене пăсса сутнă.

Сăмах май, асăннă реестра управлени сайтĕнче вырнаçтарнă. Вăл е ку вăрлăха туянса ĕлкĕрнĕ пулсан та списокра шыраса пăхма меллĕ. Ăна кашни çул улăштарса çĕнетеççĕ. Реестртан кăларнă сортсене 2 çул хушшинче репродукци вăрлăхĕ пек усă курма юрать.

Вăрлăхра сăтăрçăсем те тĕл пулма пултараççĕ. Акă, сăмахран, пĕлтĕр базилик хутаçĕнче уй-хир пурçăнне (повилика полевая) тупса палăртнă. Беларуссинчен илсе килнĕ партие тĕп тума тивнĕ. Айăплисене яваплăх пирки аса илтернĕ.

2012 çулта вăрлăхсене тĕрĕсленĕ май саккунсене пăснă 199 тĕслĕхе палăртнă. Çав шутран 107-шĕнче акнă чухне йĕркене пăхăнманнипе çыхăн-нă, 87-шĕнче – сутнă, 5-шĕнче – упранă чухне.

Вăрлăхсен 14 партийĕ (0,4 пин тонна) Патшалăх стандарчĕн требованийĕпе килĕшсе тăман, 111-шĕнне (3,1 пин тонна) пахалăхне тĕпчеттермен, 47-шĕн сорчĕ иккĕленÿ çуратнă (1,9 пин тонна).

Управлени специалисчĕсем палăртнă тăрăх, çулсерен республикăри хуçалăхсем ГОСТ Р 52352-2005 требованийĕсемпе килĕшсе тăман вăрлăхсене акни куç кĕрет. Сортне те, шăтаслăхне те тĕрĕслеттермесĕр никĕсе хывнисенчен ырри шăтас çук, паллах. Пысăк тухăç пирки сăмах пуçарни те вырăнсăр.

Вăрлăхпа суту-илÿ тăвакансен çакна асра тытмалла: Раççей Федерацине кÿрсе килнĕ вăрлăх партийĕсене ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Вĕсен сорт пахалăхне тата акма юрăхлине çирĕплетекен документсем пулмалла. Кунсăр пуçне ятарлă свидетельство та кирлĕ.

Ял хуçалăх ÿсен-тăранĕн вăрлăхне туса илес енĕпе 134 протокол, 137 постановлени, 11 предписани панă, 30 представлени çырнă. Ку тĕлĕшпе йĕркене уяман 137 çынна административлă майпа айăпланă. Штрафсен виçи 56,5 пин тенкĕпе танлашнă.

Пахчаçĕсен вара вăрлăх туяннă чухне темиçе саманта шута илмеллех. Чи малтанах усă курма юранин вăхăтне пăхмалла, унтан производитель ячĕпе, адресĕпе тата çыхăнмалли телефон номерĕсемпе кăсăкланмалла (вĕсене хутаçсем çинче туллин кăтартаççĕ), культура ячĕ тата сорчĕ реестртипе пĕр пек пултăр, стандарт паллийĕ (ТУ) тата парти номерĕ те уçăмлăн палăрччăр, йывăрăшне е шутне те çырма кирлĕ.

Кĕркуннене пысăк тухăçпа кĕтсе илмелле пултăр.

Н. СПЕСИВЦЕВА,

Россельхознадзорăн

аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика