20 февраля 2013 г.
Эрне кун, нарăсăн 15-мĕшĕнче, ялăн Христос Турра хирĕç тухса кĕтсе илнипе хисепленекен престол праçникĕнче Пăлапуç Пашьелĕнче ентешĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Олег Мешковăн парнине çĕнсе илессишĕн хоккейла выляссипе ăмăрту иртнĕ.
Спорт уявне уçнă çĕре ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков хăй, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин хутшăннă, спортсменсене çивĕч кĕрешÿре пысăк çĕнтерÿ суннă.
Ăмăртура Первомайски ял тăрăхĕн спортсменĕсем ăста та меллĕ выляни палăрнă, хуçасенчен 2:1 шутпа выляса илнĕ.
Çак кунхине районти ытти чиркÿсенчи пекех Пăлапуç Пашьелĕнче те уяв службине ирт-тернĕ, кĕлĕ çурчĕ тавра хĕреслĕ çул çÿрев йĕркеленĕ.
(Хамăр корр).