20 февраля 2013 г.
2013 çулта “Яла социаллă аталантарасси” программа вĕç-леннĕ май ăна малалла “2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене тĕреклĕ аталантарасси” ятарлă программа тăсĕ. Вăл икĕ тапхăрпа пурнăçланĕ: 2014-2017 тата 2018-2020 çулсенче. Хăш-пĕр мероприяти малтанхи программăранах юлĕ. Сăмахран, ялта пурăнакан граждансене, вăл шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене те, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси; ялта социаллă пурнăçа тата инженери инфратытăмне аталантарасси; ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартма пулăшасси.
Çĕнĕ мероприятисен шутне çаксем кĕреççĕ: ял аталанăвĕнчи пысăк ÿсĕмсемшĕн хавхалантарасси, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе пуçару кăтартнă пĕрлешÿсене грант парса чысласси. Вĕсене çакна кура хаклĕç: ял тăрăхне тирпей-илем кÿнĕшĕн (кунта çул-йĕр тата тротуарсем тунине, яла çутăпа тивĕçтернине, кĕперсем хывнине, пусăсем чавнине, хунавсем лартнине, чечексем çитĕнтернине шута илĕç); халăх сывлăхне çирĕплетнĕшĕн (ял тăрăхĕнче сăра-эрехе, наркомание хирĕç кĕрешнине, сывă пурнăç йĕркине пăхăннине кĕртеççĕ); çамрăксене ĕçлеме вĕрентнĕшĕн тата патриотла воспитани панăшăн; пултарулăх ушкăнĕсен смотр-конкурсĕсене ирттернĕшĕн.
2014 çултан пуçласа граждансем, çамрăк çемьесем тата çамрăк специалистсем валли çурт-йĕр тума (туянма) социаллă тÿлев парасси çурт-йĕр хакĕн 70 проценчĕпе танлашассине палăртаççĕ.
В. ПЕТРОВА.