20 февраля 2013 г.
Иртнĕ çул “Фермер ĕçне пурнăçлакан” программăпа Чăваш Енри 51 фермер усă курса хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пултарчĕ. Виççĕшĕ вара çемье фермине уçрĕç.
– Юлашки вăхăтра районсене кайсан грант илнĕ фермерсем патне çитсе ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тăрăшатăп. Вĕсем хăйсен пĕчĕк хуçалăхĕсене аталантарсах пыраççĕ. Кăçал та çак программăсене хутшăнма Раççей ял хуçалăх министерствине документсем тăратрăмăр. Вĕсене пăхса тухса çирĕплетрĕç. Çитес вăхăтра республикăна федераци бюджетĕнчен мĕн чухлĕ субсиди уйăрасси паллă пулĕ. Хамăр бюджетран та укçа уйăрма пăхнă. Февральте “Фермер ĕçне пурнăçлакан” программăпа грант илме конкурс ирттерессине пĕлетпĕр, – терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Пĕлтĕр конкурса хутшăнма фермер хуçалăхĕнче 12 уйăхран кая мар ĕçлемелле пулнă. Кăçал конкурс условийĕсем улшăннă. Фермер хуçалăхне йĕркелени 24 уйăхран ытла пулмалла мар. Çавăнпа пĕлтĕр кам та кам конкурса лекеймен е çителĕклĕ балл пухайман – кăçал тепĕр хут хутшăнма пултарать. Бизнес-проектсене, документсене тепĕр хут хатĕрлеме тивет. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнине, мĕнле ĕçлеме пуçланине тĕрĕслесех тăрĕç.
– Грант – фермерăн малтанхи утăмĕ çеç. Малалла хăйсем тĕллĕн утмалла, çĕкленмелле, – палăртрĕ министр.
Л. АРСЕНТЬЕВА.