11 апреля 2015 г.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: экологи субботникĕсем, çуркуннехи йывăç кунĕсене йĕркелесе ирттересси, ялсенче, çул айккисенче, масарсемпе ял тăрăхĕн çулĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртесси; патшалăх хваттерĕсенче пурăнакансен пĕтĕмĕшле пурлăх шутланакан çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ыйтусем.
Кунсăр пуçне информаци кунĕнчех 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тата уйăхсерен федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракан пенсионерсен укçисене индексацилени тата çуркуннехи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерсе ярасси пирки те калаçусем пулĕç.
Пирĕн районта ĕçлекен информаци ушкăнĕсем Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пулса халăхпа курнăçĕç, предприяти-организацисенчи ĕç коллективĕсене çитсе кун йĕркинчи ыйтусене çивĕчлетĕç, тулли хуравсем парĕç. 15 сехетре райадминистрацин Пĕчĕк залĕнче граждансем информушкăн членĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)