АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ халăха ĕмĕрсен туслăхĕ çыхăнтарать

11 апреля 2015 г.

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнчех Михаил Игнатьев Беларуç Республикин Президенчĕпе тĕл пулса экономикăра килĕштерсе ĕçлессипе, культура çыхăнăвĕсене тĕреклетессипе, Чăваш Республикинчи тата Беларуçри предприятисемпе организацисене пĕрле корпорацилемешкĕн усă курмалли çĕнĕ мелсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Михаил Игнатьев Александр Лукашенкона Чăваш Енре пурăнакансен ячĕпе саламланă май: "Пирĕн халăхсене ĕмĕрсен туслăхĕ, культурăн, ăс-хакăлăн, этемлĕхĕн пĕрлехи хаклавĕсем, пĕр-пĕрне пулăшас туйăм, тăван çĕре юратни, хамăршăн кар тăма пултарни çыхăнтараççĕ. Беларуç шанчăклă та пайталлă партнер шутланать. Пирĕн предприятисем чылайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Импорт продукцине хамăр çĕршывра туса кăларнă таварпа улăштарас тĕллевпе тытса пыракан политика пулăшнипе экономикăра килĕштерсе ĕçлессине аталантармалли хушма майсем вăй илчĕç", _ тенĕ.

Александр Лукашенко Чăваш Енпе Беларуçăн пĕрпеклĕх нумаййине палăртнă. Тин кăна "Чувашия _ приглашение к сотрудничеству" кĕнекене пăхса тухрăм. Эпир чăннипех пĕрешкел _ çутçанталăкпа, йăла-йĕркепе, халăх промыслисемпе, наци тумĕн эрешĕсемпе. Хăвăра кунта килти пекех туясса шанатăп. Пирĕн халăхсен ĕçченлĕхĕ пĕрлехи кирек мĕнле проекта та пурнăçа кĕртме пулăшĕ", _ палăртнă вăл.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи таварçаврăнăш 2,5 хут ỹснине çирĕплетнĕ. "Шупашкарти электротехника таварĕ, реле хỹтĕлевĕ туса кăларакан предприятисем сирĕн çĕршывра партнерсем тупрĕç те ĕнтĕ. Беларуç вара ялхуçалăх ăслăлăхне сыхласа хăварма пултарнă. Пирĕн агропромышленноç комплексĕшĕн вăрлăх ха- тĕрлес, ỹсен-тăран çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе тата ытти отрасльте килĕштерсе ĕçлесси пĕлтерĕшлĕ пулĕ", _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

х х х

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă май çак патшалăхăн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Александр Суриковпа тĕл пулнă.

Тĕл пулура посол Беларуç çĕршывĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ енĕсемпе паллаштарнă, ялхуçалăхне аталанма патшалăх нумай пулăшнипе яллă вырăнсенче пурăнакансем урăх çĕре куçма пăрахнине, çавна май агропромышленноç коплексĕн предприятийĕсен ĕç тухăçлăхĕ ỹснине уйрăммăн палăртнă.

_ Беларуçпа ĕçлеме кăмăллă. Паян, Анăçри çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе тĕрлĕ санкци йышăннă тапхăрта, пирĕн хутшăнусене çỹллĕрех шая çĕклеме майсем пур, _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. _ Патшалăх влаç органĕсен предприятисемпе, организацисемпе, предпринимательсемпе тытакан çыхăнăва вăйлатма, экономика аталанăвне ура хуракан бюрократи чăрмавĕсене пĕтерме пулăшмалла.

"Хыпар" хаçатран

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика