11 апреля 2015 г.
Хуйхăпа, миллион çынсен кулянăвĕпе чăтса ирттернĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр кунĕсем хыçран-хыçа юлаççĕ. Алла хĕç-пăшал тытса çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă ветерансем çулран-çул чакса пыраççĕ. Çакă пире вĕсем патне хисепе тата та ỹстерме хистет, паттăрлăха сума сума ыйтать. Шăпах çак тĕллеве тытса районти централизациленĕ клуб системин сцени çинче "Çĕнтерỹ салючĕ" фестиваль иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă. Ку хутĕнче фестивале вĕрентỹри профсоюз ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Уява çамрăксемпе ĕçлекен центрăн методисчĕ А. Антоновапа Турханти вăтам шкулти географи учителĕ В. Башмаков ертсе пычĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе Н. Глухов чыслă лару-тăрура Çĕнтерỹ ялавĕн копине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула пачĕç. Ăна илнĕ май çамрăк юнармеецсем шанăçа тỹрре кăларма, чи хаклă япалан пĕлтерĕшне кашни шкул ачи патне çитерме шантарчĕç.
Унтан Николай Иванович Патăрьелĕнчи Петр Николаевичпа Валентина Николаевна Киргизовсене, Леонтий Раськина, Морзиян Хайретдиновичпа Слузиян Шайдулловна Маковсене, Мария Теребилована, Таисия Федоськинана "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул" юбилей медалĕсене пачĕ.
Фестивале районти 36 профсоюз организацийĕ хутшăнчĕ. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнчи лайăх юрăсемпе ташăсене, инсценировкăсене сцена çине кăларчĕç. Вĕрентỹ, социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов ертсе пыракан жюри членĕсене пултарулăха хаклама çăмăлах та пулмарĕ. Хорпа юрлассинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ мала тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче _ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата Сăкăтри, виççĕмĕшĕнче Алманчăри вăтам, Первомайскинчи "Шуçăм", Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача сачĕн коллективĕсем пулчĕç.
Пĕччен юрласа Нăрваш Шăхалĕнчи А. Николаев музыка учителĕ палăрчĕ. "Солнышко" ача садĕнчи В. Макарова музыка ертỹçипе Ишлĕри тĕп шкулти В. Кабаев учитель иккĕмĕш, Красномайскинчи шкул-садри Г. Кудрявцева пуçламăш классен учительниципе Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Г. Тазюкова музыка ертỹçи, Кзыл Камышри шкул-садри Г. Масяева пуçламăш классен учительници виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Музыкăпа ташă композицийĕнче Турханти вăтам шкулăн "45 çулхи çуркунне" вокалпа хореографи сюитине çитекенни пулмарĕ. Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулпа вĕрентỹ пайĕн ĕçченĕсем те фестивале тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ, иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Виççĕмĕшĕнче _ Сăкăтри "Çăлкуç" ача сачĕпе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул коллективĕсем.
"Илемлĕ сăмах" номинацие Первомайскинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Е. Сорокина тивĕçрĕ. Театрализациленĕ композици Шăнкăртамри пĕрремĕш, Хирти Пикшикри вăтам, Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕн, Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкул коллективĕсен лайăх тухрĕ.
Аслă Чементи вăтам шкулти ташăçăсем хăйсен пултарулă- хĕпе халиччен те куракансене сахал мар савăнтарнă. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта вара _ Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕн коллективĕ.
Вокал ансамблĕсенчен Треньелĕнчи (пĕрремĕш), Татмăшри шкул-сад, Патăрьелĕнчи "Сказка" (иккĕмĕш), Шăхачри шкул-сад, Туçари, Çĕньялти шкулсен (виççĕмĕш) коллективĕсене палăртмалла.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Зейнетдиновпа Э. Камалетдинова иккĕн ăста юрларĕç.
Концертăн кашни номерĕ пуян содержаниллĕ пулчĕ. Хореографи композицийĕпе тумĕсем те куракана тивĕçтерчĕç. Сцена çине чылай талантлă та пултаруллă артистсем тухма пултарнине çирĕплетрĕ фестиваль.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)