11 апреля 2015 г.
Кăçал та акă Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене (Чăваш Республикипе 25 пин ытла çынна) юбилейлă çĕнтерỹ çулĕпе пĕр хутчен çичшер пин тенкĕ укçан парса хавхалантарма хушу кăларчĕ. Çак тỹлеве илекенсем пирĕн районта та пур. Вăрçă ветеранĕсемпе (36) инваличĕсене (17), участникĕсене тивĕçет вăл. Тăлăха юлнă вăрçă ветеранĕсемпе участниксен мăшăрĕсене (223) те хавхалантару кĕтет.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕччен (6 уйăхран кая мар) тылра хастар ĕçленисене (941 çын) виçшер пин тенкĕ параççĕ.
Тỹлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатĕр-леме кирлĕ мар. Пенси фончĕн уйрăмĕ укçана куçарма пуçăннă. Ăна апрель уйăхĕпе май пуçламăшĕнче тивĕçлĕ çынсем патне çитереççех.
И. КУЗНЕЦОВА, пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçин çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)