АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем…

11 апреля 2015 г.

Чăваш Енри почтальонсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Раççей Федераци Президенчĕн саламĕпе 25 пин ытла виç кĕтеслĕ çыру валеçеççĕ.

Хăйне евĕрлĕ конвертсене, фронтран килнĕ çырусене аса илтерекеннисене, Раççей Почти çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа ятарласа хатĕрленĕ. Çавна май ветерансем вĕсене алла илсе хаяр вăрçă çулĕсенче пăлхануллă самантсем кỹнĕ çамрăклăхне, çарти юлташĕсене аса илĕç. Конвертсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 3 миллион экземпляртан та иртет.

"Май уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче почтальонсем Чăваш Енри 25224 ветеран патне çитĕç, Раççей Президенчĕн саламне аллисенчен тыттарĕç,_ ăнлантарчĕ республикăри почта çыхăнăвĕн директорĕ В. Тимофеев. _ Конвертсене ветерансем тỹлевсĕрех хăйсен юлташĕсемпе çывăх çыннисене ярса пама пултараççĕ. Виç кĕ-теслĕ çырусем ветерансен чун-чĕрине фронтра илнĕ килтен пынă хыпарсем евĕрех ăшăтасса шанас килет".

Раççей Почтин "Ентешсен тавĕ _ ал тупанĕн ăшши" акцийĕпе килĕшỹллĕн шкулсенче вĕренекенсем уçă уроксенче виç кĕтеслĕ çырусене хуçлатса почта ĕçченĕсене адресатсем патне çитерме парĕç.

Хыпар-хăнар çитерекенсем çакнашкал пуçарăва пĕр хутчен çеç хутшăнмаççĕ. 2005, 2010 çулсенче те вĕсем салам ямалли тỹлевсĕр конвертсем салатнăччĕ.

Виç кĕтеслĕ конверт вăл тетрадь листин шурă хучĕ, малтан сулахаялла, кайран сылтăмалла хуçлатнăскер. Тăваткал пулманран, юлнă хучĕ тавăрса кĕртмелли. Çырăва çыпăçтармаççĕ. Ăна цензура вуламалла пулнă. Почта марки кирлĕ мар. Адресне çиеле çырнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика