АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Христос чĕрĕлнĕ! Савăнăр, пĕр-пĕрне саламлăр!

15 апреля 2015 г.

ИРТНĔ вырсарникун православи тĕнне ĕненекенсем праçниксен праçникне _ Мăнкун уявне _ паллă турĕç. Христос Туррăмăр хăйĕн вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе тăнипе çыхăннă çутă та кăмăллă уяв кашни çемьене савăнăç, телей парнелерĕ. Çитес вырсарникун, кĕçĕн Мăнкун кунĕнче вара, районти Централизациленĕ клуб системинче районсем хушшинче йĕркелекен "Пасхальная радость" творчество фестивалĕ иртет. Ăна йĕркелекенĕ _ Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округ Благочинийĕ тата район администрацийĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çитĕнекен ăрăва тĕн-йăли йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, православи культурин илемлĕхне куракан патне илсе çитересси.

Пысăк тата пуян программăллă гала-концерт апрелĕн 19-мĕшĕнче 16 сехетре пуçланать. Унта хутшăнакансене ăнăçу сунатпăр, кăмăл пуррисене вара пырса курма ыйтатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика