АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун хыççăн тепĕр кунне каллех синкерлĕх…

15 апреля 2015 г.

 УСАЛ хыпар районта ирпе-ирех утпа саланчĕ... Амак ернĕ тейĕн кăçал пирĕн тăрăха... Тунтикун, апрелĕн 13-мĕшĕнче, каллех пушар тухнă, вăл вара арăмĕпе упăшки вилнипе те çыхăннă.

Тавралăха шурăмпуç çутатичченех, Аслă Чементи Капитоновсен çурт-йĕрне вут ярса илнĕ. Хуйхă вара пĕччен çеç те çỹремен, кил хуçипе унăн мăшăрĕ инкекре иккĕшĕ те акăшсем евĕр пĕрле куçне хупнă. Виçесĕр пысăк çухату, куççуль... Çак тăрăхра пурăнакансемшĕн çеç мар, районшăн та ырă тĕслĕхлĕ çемье шăпи çакнашкал синкерлĕ çаврăнса тухни _ инкек. Капитоновсене пĕлекенсем паян пурте хурланаççĕ, кулянаççĕ, хуйха тăванĕсемпе пĕрле пайлаççĕ. Сăмах май каласан, Лидия Филипповна çур ĕмĕре яхăнах "Авангард" хаçатпа çыхăну тытнă, вулакана нумай лайăх статьясемпе савăнтарнă. Василий Михайлович та хуçалăхра хисеплĕ те сумлă ĕçчен пулнă.

Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавне пайăрлатма тĕп хуламăрти специалистсемех явăçнă. Экспертиза мĕнле кăтарту парĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика