АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимене тепĕр хут чĕртер-и?

15 апреля 2015 г.

 Юлашки çулсенче ялсенче чи ырă йăласенчен пĕри _ нимелле ĕçлесси _ пĕтсе пыни сисĕнет. Пĕр 20-30 çул каялла кăна-ха пурнăç урăхларахчĕ...

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90 çулĕсенче ялсем палăрмаллах çĕнелчĕç. Шăпах çак вăхăтра çурт хыççăн çурт, хуралтă хыççăн хуралтă çĕкленнĕ. Çанталăк ăшăтсанах стройка пуçланнă та хура кĕркуннечченех тăсăлнă. Шăматкунпа вырсарникун вăй питти çынсем, аслă класра вĕренекенсем килте ларман, пĕр-пĕрин патне пулăшма çỹренĕ. Тăван-и, хурăнташ-и _ пăхман, ĕçлеме кайнă. Çавăнпах хăш-пĕрисем патĕнче пỹрт хăпартнă чухне 70-80 е ытларах та вăй хуракан пулнине калатчĕç. Ушкăнпа ĕçĕ те ỹснĕ, кал-кал та пынă, çав вăхăтрах çамрăксем ĕçлеме те вĕреннĕ. Кирпĕч хуракансем хăйсене пулăшма ытларах чухне каччăсене тăрататчĕç, купалама хăнăхтаратчĕç. Кулă, шỹт янăратчĕ... Пĕр-пĕр сăлтавпа ĕçлеме килейменнисем е ватăсем çурт кăшкарне купаласа пĕтернĕ çĕре кучченеçпе килетчĕç.

Вăл вăхăтра хăпартнă çуртсене питĕ чаплă та хитре тесе калаймастăн _ пурте тенĕ пекех тултан та, шалтан та пĕр евĕрлĕрех. Ун чухне хальхи пек проектпа туман, анчах вĕсенче ĕçлеме килнĕ кашни çыннăн ăшăлăхĕ, тараватлăхĕ тăрса, упранса юлнă. Халăхра вăл вăхăтра чунлăх та ытларах пулнăн туйăнать.

Те самана çынсен кăмăлне улăштарчĕ, те çынсем саманана урăхлатрĕç _ калама та пĕлмелле мар. Ялта нимелле ĕçлесси пĕтсе пыни вара сисĕнет. Халь те çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, анчах та вĕсенче халăх хутшăнсах каймасть. Кирпĕч хуракансем укçалла вăй хураççĕ, кашнийĕшне пĕр куншăн 2-3 пин тенкĕ тỹлемелле. Ку хак пĕлтĕрхиех, кăçал вăл улшăнма та пултарать. Раствор тăвакансем, хăйăр, кирпĕч йăтакансем _ тăвансем, кỹршĕ-аршă. Ятарласа пулăшма ют çын халь никамах та килмест. Паян-ыран салтака каймалли каччăсем велосипедпа е мотоциклпа ярăнса çỹресен те пырса пулăшмаççĕ. "Ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăншăн", тенĕ ĕлĕк. Çакна ачасене ăша хывма хăнăхтармастпăр. Кашни утăма укçалла тума пуçласан малашне мĕн пулĕ? Халăхра авалтан пыракан ырă йăласенчен пĕри пĕтсех ларĕ-ши? Çамрăксене те паян çурт-йĕр çавăрма çăмăл мар. Строительство материалĕсем хакланса пыраççĕ, ĕçлеттернĕшĕн те тỹлемелле, сĕтел çине лартма апат-çимĕçне те туянмалла, анчах нухратне ăçтан тупмалла? Сухан-çевок çитĕнтерсе, выльăх-чĕрлĕх усраса çемье кассине пуянлатаççĕ-ха, пĕрех вăл çителĕксĕррине пурте пĕлетпĕр. Нимелле вăй хурассине тепĕр хут вăй илсе кайма май парсан тем пекех аван пулмалла. Нимене пуçтарăнар, тăванăмăрсем! Нимелле ĕçлер, пĕр-пĕрне пулăшар, ыр сунар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика