АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диспансеризаци _ профилактикăн тĕп мелĕ

15 апреля 2015 г.

Диспансеризаци _ профилактикăн тĕп мелĕ Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли çинчен калани _ пуш сăмах мар. Инфекциллĕ мар чирсене (чĕре, онкологи, сахăр диабечĕ тата ытти те) диспансеризаци майĕпе маларах тупса палăртасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян эпир калаçăва шăпах çакăн йĕри-тавра район больницин онкологĕпе В. Фроловпа пуçарасшăн.

_ Владимир Александрович, демографи лару-тăрăвĕ кăштах япăхланнин сăлтавне те çакăнпа çыхăнтарма пулать вĕт?

_ Тĕрĕсех. Çынсен чылай категорийĕ (шкулта, обществăлла апатланура, хăш-пĕр ытти сферăра ĕçлекенсемсĕр пуçне) вăхăтран-вăхăта больницăна медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килмест. Ыратсан çеç врач патне йышăнăва кĕресшĕн вĕсем. Тепĕр чухне чир тарăна кайни палăрать.

_ 2015 çул _ чĕре тата юн тымарĕсемпе кĕрешмелли çулталăк. Республикăра ăна пула çулсерен 7 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Юн пусăмĕ пысăккисен йышĕ мĕнлерех пирĕн?

_ Çỹлерех асăннă тĕрĕсленнĕ çынсен йышĕнче 711ĕн. Вăл 38,49 процентпа танлашать. Çак чирпе вилекенсен йышне чакарас тĕллевпе мероприятисен планне хатĕрленĕ.

Кардиохирурги аталанса пырать. Хальхи технологисемпе усă курса йывăр операцисем тăваççĕ. Çавах та районта пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен юн пусăмĕ ỹснине пĕлмест. Пĕлекенсенчен çурри ытла сипленмест. Сипленекенсенчен çуррин ытла пĕтĕмĕшле усси пĕчĕк. Гипертонипе аптракан пациентсенчен 10-15 проценчĕ çеç витĕмлĕ терапи витĕр тухать.

Холестерин шайĕ ỹссен, пирус туртсан, эрех ĕçсен, пахча- çимĕçпе улма-çырла çителĕксĕр çисен те юн пусăмĕ пысăкланма пултарать.

_ Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăрнă ытти хăш-пĕр чирсем çинче чарăнса тăрар мар-и?

_ Тархасшăн.

Тулли ỹтлĕ çынсен йышĕ ỹсни, хускану сахал туни, тивĕçлĕ паха апат çименни палăрать.

_ Диспансеризацие миçе çулта пĕр хут тухмалла?

_ 3 çулта пĕрре. Вăл _ тỹлевсĕр.

_ Кăçалхи тĕрĕслев камсене кĕтет?

_ Ỹсĕм çулĕ 3 цифра çине пайланаканнисене. 1994, 1991, 1988...1922, 1919 çулсенче çуралнисене.

_ Тĕрĕслеве мĕнрен пуçăнмалла?

_ Хăвăр çывăхри поликлиникăна е врач амбулаторине каймалла. Çумра паспорт, страховани полисĕ, СНИЛС пулмалла. Флюорографи, хĕрарăмсен мамографи тухмалла. Анализсем тăрăх онкомаркерсене, онкоцитологи (пуррисенне) палăртаççĕ. Урăхла каласан пуçран пуçласа ура тупанĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Терапевт, хирург... ытти специалистсем пăхаççĕ. Дерматолог, уролог, онколог ... патне çитекенсем те пурах.

Шăпах çапла ĕçленине пула чир вăраха каяссинчен "хăтăлса" пыратпăр. Ку енĕпе пирĕн кăтартусем республикăри вăтам цифрăсенчен те лайăхрах. Тĕрĕслев аппаратури çителĕклĕ. Мамографине 4 районтан та килсе çỹреççĕ. Томографи е ытти компьютерлă диагностика тухма рентген аппаратурисем тивĕçтереççĕ.

_ Тавах калаçушăн. Хамăр сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшма кирлине пĕтĕмлетỹ тумалла ĕнтĕ пирĕн.

_ Тĕрĕсех.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Диспансеризаци витĕр тухмалли программа 2013 çулта ĕçе пикенчĕ. Çавна май 18 çула çитнĕ кашни çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать. Кăçал районти 7507 çын диспансеризаци тухмалла. Пĕрремĕш кварталта 2034 гражданин тĕп больницăра тĕрĕслевре пулчĕ. Çакă 27,09 процентпа танлашать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика