АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачапа пĕчĕкрен ĕçлемелле

15 апреля 2015 г.

 Кĕçĕн ушкăнри ачасемпе ĕçленĕ май çитĕнекен ăрăва çамрăклах горшок (чỹлмек) çине лартма хăнăхтарасси те куллен туса пымалли ĕçсенчен пĕри тесе шутлатăп. Çак ыйту чылай ашшĕ-амăшне те канăç памастех. Иртерех хăнăхтаракан амăшĕсен сăлтавне те ăнланмалла. Йĕм çăвасси сахалланать е памперс тăхăнтартасси çук. Хăшĕсем вара пачах кая юлма тăрăшаççĕ. Çак ĕçе те вăхăтра, тĕллевлĕ пурнăçлани кирлĕ. Ача чỹлмек çине ларма ан хăратăр тесен мĕн тумалла-ха? Çакна вăл савăк кăмăллă чухне пуçăнмалла. Памперспа чылай вăхăт çỹрекен ывăл е хĕрача урăхла мелпе "тула тухмаллине" пĕлмессе те пултарать. Унăн кучĕ яланах типĕ. Мĕн сĕнесшĕн-ха çавăнпа? Ачана 6-7 уйăхран чỹлмек çине ларма хăнăхтарма тытăнмалла. Ун чухне вăл хăйне хăй кирек ăçта та çирĕппĕн ларма пултарать. Е тата шăрас килнĕ ача канăçсăрланать, пачах шăпланать, йăшкăшать тата ытти те. Каллех чỹлмек енне кăтартмалла. Вăл курăнакан вырăнтах тăмалла. Ачана унта çывăрма выртас умĕн е çывăрса тăрсан та лартма тăрăшмалла тата ытти те.

Чỹлмек çинче нумай тытни усăсăр. Вăл унран сивĕт-ме, канăçсăрлантарма пултарать. Ун пек чухне вăрçмалла та мар. Шăнă хыççăн вара лăпкаса илни те кирлĕ. Йĕмне йĕпетнĕшĕн те усал сăмах каласа вăрçмалла мар.. Ыррине, пĕчĕкскер, часах хăнăхаймĕ.

Мĕнлерех савăт шырамалла-ха? Пĕчĕкскер те чăтăмлă пултăр вăл. Кĕвĕ кăлараканни е ỹкерчĕксемли вылямалли теттене çаврăнма пултарать. Кресло е тенкел евĕрли те майлах мар.

Ача ỹстернĕ чухне чăтăмлăхпа тимлĕх сахал мар кирлĕ.

Л. ДОЛГОВА, Кивĕ Катекри ача сачĕн воспитателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика