АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнерхи салтаксем, Афганецсенчен тĕслĕх илĕр! Т

18 апреля 2015 г.

ĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май, районти кашни ялта тенĕ пекех паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк-обелисксене юсама, çĕнетме тытăннă. Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи танка та çывăх вăхăтра уяв сăнне кĕртĕç. Районти воин-интернационалистсене хисеп туса вырнаçтарнă палăка юсама Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен сăртлă-туллă Афганистанра службăра тăнисем пĕр шухăшлă пулса кар тăнă, мĕн пур расхучĕсене хăйсем çине илнĕ. Çак тĕллевпе вĕсем чăн малтан кашниех икшер пин тенкĕ укçа пуçтарнă, реконструкци тăвакан ăстисене тупнă... Çĕнĕ проектпа танкăн аялти пайĕнче хăйсен интернационалла тивĕçне пурнăçласа куç хупнă çичĕ паттăрăн сăн ỹкерчĕкĕсем те пулĕç.

Сăмах май, çакна та каласа хăвармалла. Паянхи куна пирĕн районта 119 афганец пропискăра тăрать. Вĕсенчен çурри ытла çак сăваплă ĕçшĕн пая кĕме те ĕлкĕрнĕ-мĕн. Ырă шухăша хапăл тăваканнисем кая юлман-ха, мĕн пур ыйтупа 8-909-302-14-15 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика