АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерĕве хисеп тăвар, фестиваль-конкурса хутшăнар

18 апреля 2015 г.

РАÇÇЕЙРЕ ят панă кăçалхи Литература çулталăкĕнче район администраци пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пулса пыракан мероприятисем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ "Ритмы Победы 70 лет спустя" фестиваль-конкурс. Тĕрĕссипе, унăн пĕрремĕш "репетицийĕ" иртнĕ çулах пулчĕ темелле. Вăрçă тематикипе çырнă кинофильмсенчи юрăсене кашни организаци, предприяти, учреждени, ытти ĕç коллективĕсен представителĕсем питĕ ăста та маçтăр кăтартса пачĕç. Кăçал çакнашкал мероприяти тата анлăрах, творчество шайĕпе те çỹллĕ шайра иртессе шанас килет. Сцена çине тухакансем юрă-ташăсăр пуçне инсценировкăсемпе театрализациленĕ номерсем те кăтартма пултараççĕ. Çамрăксене патриотла тата кăмăл-сипет тĕлĕшпе воспитани паракан пĕлтерĕшлĕ мероприяти апрелĕн 24-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртет. Хисеп тăвăр йыхрава, пырса курăр уява!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика