18 апреля 2015 г.
Раççей Президенчĕ ирттернĕ "Тỹрĕ лини" валли пĕтĕмпе виçĕ миллиона яхăн ыйту йышăннă. Владимир Путин 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тỹрĕ эфирта 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ: Раççейĕн тулашри тата шалти политикинчен пуçласа çĕршыв ертỹçине хăйне тỹрремĕнех пырса тивекенни таранах.
Калаçăва Владимир Владимирович çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Иртнĕ çулсен кăтартуллă пулăмсен шутĕнче вăл чи малтан Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнине, çĕршыв тулашри кăткăс экономика условийĕсенче пурăннине палăртрĕ. Тата, паллах, Раççейшĕн питех те ăнăçлă Олимп вăййисем.
Президент тулашри чарусене пула çĕршыв аталанăвĕн хăвăртлăхĕ чакнине пытармасть. Апла пулин те "халĕ тенкĕ çирĕпленсе пынине, фонд рынокĕсем ỹснине куратпăр. Инфляци спиральне çỹлелле çаврăнса хăпарма памăпăр". Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх чăн ВВП 0,6 процент ỹснĕ. Çĕршывăн çĕнĕ историйĕнчи нефть уçлассин рекордне çĕнетнĕ _ 525 млн тонна. Тĕш-тырă тухăçĕ те рекорд шайĕнче _ 105,3 млн тонна.
Çурт-йĕр тăвас енĕпе те ĕçсем ăнăçлă: "Нихăçан та, совет саманинче те, ун хыççăн та кунашкал кăтарту пулман _ 82 млн тăваткал метр çурт-йĕр!" Çав вăхăтрах потребительсен секторĕнче хаксен ỹсĕмĕ 11,4 процентпа танлашнă. Владимир Владимирович çакă "çынсен пурнăç шайне витĕм кỹнине" курать. Анчах мартра инфляции ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă. Финанс рынокĕнчи çивĕчлĕхе пăхмасăр Раççейĕн банк секторĕ 2014 çулта аван ĕçленĕ. Экономика валли уйăракан кредитсен портфелĕ ỹснĕ.
Çулталăкăн ырă кăтартăвĕсен хушшинче _ демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни. Ача çуратасси ỹснĕ, çын вилесси чакнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ ỹссе пырать.
Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе çыхăннă ыйтăва хуравланă май Президент "çав санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕклемешкĕн усă курмалли" çинчен каларĕ. Владимир Владимирович шучĕпе экономикăна çĕнĕрен вăй илме икĕ çул патнелле кирлĕ пулать-тĕр.
Пирĕн вăй тата рессурссем çитĕç-и? "Ыйтăвĕ пирĕн вăй çитессинче мар. Рессурссем çителĕклĕ, чи кирли _ çын ресурсĕсем, талантлă çынсем, вĕсем ĕçлеме хатĕрри", _ çирĕппĕн палăртрĕ В. Путин. Вăл иккĕленмест: "Шалти политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтертĕмĕр, общество пĕрлĕлĕхне упрайрăмăр-тăк _ пирĕншĕн нимĕн те хăрушă мар".
Приморье крайĕнче пурăнакан хĕрарăм хаксем хăпарса кайни, ĕç укçи çав шайрах юлни е пĕчĕкленни пирки пĕлтерсе панă ыйтăва хуравланă май Президент пĕлтĕр инфляци 11,4 процент шайне çĕкленнĕ май çынсен чăн тупăшĕ пĕчĕкленнине йышăнчĕ.
"Пирĕн хамăрăн социаллă политикăра çакна шута илмелле, _ терĕ вăл. _ Чи малтанах халăхăн хỹтлĕхсĕр сийĕсене пулăшмалла". Тепĕр тĕллев _ ĕç вырăнĕсене упраса хăварасси.
Ĕçсĕрлĕх тенĕрен, паллах, ку енĕпе предпринимательлĕх тĕлĕшпе шанăç пысăк. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас енĕпе те пысăк программăсем йышăннă. Раççей Президенчĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсем валли икĕçуллăх налук каникулĕсем йĕркелесси çинчен аса илтернĕ. Çакă чи малтанах ялта ĕçлекен предпринимательсене пырса тивĕ. Паллах
"Тỹрĕ линире" Украина пирки те ыйтусем пулчĕç. Владимир Путин шучĕпе, Украина ертỹçисем нумай йăнăш тăваççĕ. Паянхи лару-тăруран тухмашкăн пĕртен-пĕр çул кăна пур _ Минскри килĕшĕве пурнăçласси. "Политика лару-тăрăвĕ улшăнать, халăх вара юлать. Вăл пирĕншĕн питĕ çывăх халăх. Эпĕ украинсемпе вырăссене уйăрмастăп та, вĕсем _ пĕр халăх. Эпир вара чи малтанах çынсене пулăшатпăр _ Украина халăхне", _ терĕ Раççей Пуçлăхĕ.
Паллах, Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ çывхарнă май вăрçă теминчен те пăрăнса иртмерĕç. "Эпир хамăрăн уява паллă тăватпăр. Ку _ пирĕн уяв. Эпир çĕнтерỹçĕсен ăрăвне пуç таятпăр. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паянхи ăру çав вăрçа нихăçан та ан мантăр, малашне унашкалли пуласран сыхлантăр", _ терĕ В. Путин.
"Хыпар" хаçатран кĕскетсе пичетленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)