18 апреля 2015 г.
Информаци кунĕнчи çак тĕп ыйтусемпе пĕрлех 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан социаллă пенсисене индексацилесси пирки те калаçу пулчĕ.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче районта иртнĕ черетлĕ информаци кунĕнче хускатнă ыйтусем пурте паянхи проблемăсемпе, патшалăх пирĕн умма кăларса тăратнă ыйтусемпе çыхăннăскерсем. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чăн малтанах вĕсене район администраци залĕнче районти организаци-предприяти, учреждени, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулса сỹтсе яврĕç.
Халăхпа сỹтсе явакан темăсем пĕлтерĕшлĕ те, витĕмлĕ те пулни чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Н. Глуховăн сăмахĕсенченех палăрчĕ. Николай Иванович залра ларакан элита ушкăн умĕнче ырана хăвармасăр пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ: район администрацийĕн пуçлăхĕн мартăн 18-мĕшĕнчи 224-мĕш постановленийĕпе килĕшỹллĕн кашни ялтах Йывăç кунне ирттересси, армак-чармак йывăçсене касса тирпейлесси, çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă масарсене йĕркене кĕртесси тата кăçалхи çул чи пĕлтерĕшли _ Аслă Çĕнтерỹ кунĕ 70 çул тултарас умĕн вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене çĕнĕ сăн кĕртесси. Çĕнтерỹ парадне тухмалли кун çывхарнăçемĕн-çывхарса пынă май, район администраци пуçлăхĕ çак ыйтупа кашни ял тăрăхĕнчех ĕçсем мĕнле пынине те асăнчĕ. Чылай ял тăрăхĕсенче çак сăваплă та пархатарлă ĕçе уйрăм çынсем, хастарсем, предпринимательсем явăçнине те ырламалла. Акă, Кзыл Чишмари Тăван çĕршывăн вăрçинче пуç хунă салтаксене чысласа лартнă палăка юсаса çĕнетме çак ялта çуралса ỹснĕ хĕрарăм (хăй хулара пурăнать) 400 пин тенкĕ укçа парса пулăшма мехел çитернĕ. Ыркăмăллăхăн виçи те, чикки те çук темелле. Кучухне пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тухнă паллă меценатсем, ăстасем сахал мар. Кашниех ырă пуçарупа яла илем кĕртме пулăшни вара пархатарлă та, сăваплă та.
Информаци ушкăнĕн районти ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков Патăрьелсем хăйсен паттăрлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе çеç мар, тирпейлĕхĕпе, культурипе те Чăваш Енре кăтартуллисем шутĕнче пултăр тесех-тĕр, чăн малтан ял халăхĕпе кар тăрса субботниксем йĕркелессине каларĕ. Ку тĕлĕшпе район центрĕнче ĕç-пуçа аван йĕркелесе ячĕç темелле. Ялсем пирки вара хальлĕхе çакнах калаймăн-ха. Унта-кунта сапаланса выртакан çỹп-çап купи, куçа тирĕнекен тирпейсĕрлĕх пайтах-ха. Олег Вадимович паян чылай çынна калаçтаракан ыйту пирки те татăклă хурав пачĕ: патшалăх çурчĕсене тĕпрен юсас программăпа килĕшỹллĕн йышăннă федераци саккунне пурин те пурнăçламаллах! Апла пулсан паян эпир çутăшăн, газшăн, шывшăн усă куракан çăмăллăхсем пекех çуртăн малашнехи юсав ĕçĕсене ирттерме укçине пуçтарма пултаратпăр. Анчах кĕмĕлне тăм чỹлмеке е чăлха кунчи ăшне хумалла мар, ятарлă счет çине куçарса памалла. Паян пирĕн икĕ е виçĕ хутлă çурт тăн-тăн та хитре ларнипе çырлахмалла мар. Вăхăт иртсен вăл та ватă çын пекех сăнне çухатма та, ăшшине тытма та пăрахать... Ун чухне камăн куçĕнчен пăхмалла пулĕ?
Çак тема тăсăмĕ Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи тĕл пулура та сиксе тухрĕ. Ялта патшалăх çуртĕнче пурăнакансем çук пулсан та. "Апла пире те хамăр тунă çуртсене юсама укçа парсан та аван", _ хăйĕн тарăхăвне залра ларакан пĕр хĕрарăм пытараймарĕ. Ача амăшĕн шухăшне те тỹ-рех çапса хуçаймăн. Çавăнпа та патшалăх çурчĕсене пăхса тăракан управляющи компанисен пухăннă укçа-тенкĕ ăçта, мĕнле тĕллевпе кайнине вăхăтра пĕлтерсе тăрсан, уçăмлатсан, çак ыйтупа та ăнланманлăх пулмĕ. Юлашки вăхăтра информушкăн Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне килсен кун йĕркинчи ытти ыйтусемпе пĕрлех вĕсене пăшăрхантаракан чи пĕлтерĕшлине хускатмасăр иртмен-тĕр. Хальхинче те учительсемпе воспитательсен коллективĕ ăна памасăр тăраймарĕ: "Çапах та ялта çĕнĕ шкул пулать-и?" Кризис тапхăрĕнче пĕр сăмахпа хурав пама та пĕлмелле мар ыйтăва ял тăрăх пуçлăхĕ В. Тукмаковах хурав пачĕ, проектпа смета документацине хирĕçлеменнине, ăна каялла тавăрса паманнине пĕлтерчĕ. Ара, кивĕ те хăтсăр шкул çуртне Республика Пуçлăхĕ те, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ те хăй куçĕпе курса ĕненчĕç-çке. Унсăр пуçне ытти официаллă çынсем те кунта пайтах пулнă.
Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи педагогсемпе район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С. Викторов, ЧР финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин Территори управлени ертỹçин çумĕ И. Данилов, районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев хутшăнчĕç, кун йĕркинчи ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Информаци кунĕн тепĕр ушкăнĕ _ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, Чăваш Патшалăх гуманитари наукин директорĕ Ю. Исаев Туçа ял тăрăхĕнче пулса вырăнти влаç представителĕсемпе, врач амбулаторийĕн 73-мĕш аптека пункчĕн, "Сар хĕвел" ача сачĕн, вăтам шкулăн коллективĕсемпе, Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче унăн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, кун йĕркинчи темăсене туллин сỹтсе яврĕç. Тĕл пулăва хутшăннисем пенси законодательствипе çыхăннă ыйтусене ытларах хускатрĕç.
Вулакана çакна тепĕр хут аса илтеретпĕр: РФ Президенчĕн В. Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, вăрçă ветеранĕсене юбилейлă Çĕнтерỹ çулĕпе пĕр хутчен укçан хавхалантару параççĕ. Ăна вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем, участникĕсем, тăлăха юлнă вăрçă ветеранĕсемпе участникĕсен мăшăрĕсем, тылра хастар ĕçленисем илме пултараççĕ. Унăн сумми çичĕ тата виçĕ пин тенкĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)