АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чурăс чунлă пулар мар

18 апреля 2015 г.

 "Кашкăртан та кашкăр хăрамасть-çке, Мĕншĕн, мĕншĕн çын хăрать çынран?!" тесе шăрантарать В. Адюков. Чăнах та, мĕншĕн? Çак ыйтăва никам та тỹрех хуравлаймасть пуль, анчах кашнине шухăша ярать. Хамăр улшăнса пынине, чун илемлĕхне, сăпайлăха çухатнине, пĕр-пĕрне шанма пăрахнине те сисетпĕр, анчах урăхланассишĕн нимех те тумастпăр. "Халь пурнăçĕ çапла" тесе çеç тỹрре тухатпăр. Ĕлĕк хăть ăçта кайнă чухне те хапха алăкне патак çеç таянтарса хăварнă пулсан, паян кỹрше самантлăха каçсан та икĕ çăрапа питĕрсе хăварма та хатĕр. Хуйха-суйха, савăнăçа тус-тантăшпа пĕрле пайлама та хăратпăр. Пĕр-пĕринчен ютшăнса пыратпăр.

Массăллă информаци хатĕрĕсем упăшки _ арăмне, ывăлĕсем ашшĕне е амăшне вĕлерни, пĕр тăвансем хирĕçсе кайса пĕр-пĕрне суранлатни тата ытти пирки те пĕлтерсех тăраççĕ. Телевизорпа вара хура ĕçсене мĕнле тунине кăтартсах параççĕ. Хăш-пĕр канал кăларăмĕсене пăхма та хăрамалла _ иртен пуçласа каçчен çапăçаççĕ, хĕнеççĕ, вĕлереççĕ... Ăнсăртан курсан та сехре хăпать. Интернетра та усăллă канашсемпе пĕрлех начаррисем çителĕклех. Кайран пирĕн чĕресенче, ачасеннинче ăçтан çавăн чухлĕ курайманлăх, хĕрхенменлĕх пулнинчен, чунсем чурăсланнинчен тĕлĕнетпĕр. Çитĕнекен ăру вара кашни информацине, ырра усалтан уйăрма пĕлмесĕр, "çăтать те çăтать..."

Çынсен хăш-пĕр хăтланăвĕсене чĕр чунсеннипе те танлаштарма çук вĕт. "Пусть говорят", "Прямой эфир" тата ытти çакăн йышши передачăсене пăхса ларнă чухне ку шухăш тата та ытларах çирĕпленет. Амăшĕсем хăйсен ачисене пăрахса тухса кайнă е тата пĕчĕкскерсем сивĕ мунчара выçăпа вилнĕ тĕслĕхсем чуна ыраттараççĕ. Тăватă ураллă тусăмăрсем шухăшлама пĕлмеççĕ пулсан та çапла тумаççĕ. Ача чухне курнă ỹкерчĕк паян та асран тухмасть. Кỹршĕсен йытти çăвăрланă, хуçи пĕрне тăратса хăвармасăр пахчине чавса чикнĕ. Çурасем мĕскĕннĕн йăнăшнипе амăшĕ ниçта кайса кĕрейми шырарĕ. Тупнă чухне вара пĕчĕкскерсем вилнĕччĕ. Мăнтарăн анчăкĕ вĕсене чавса кăларнă хыççăн кашнине çуллама, ачашлама пуçларĕ, ĕмĕртесшĕн тăрăшрĕ. Лешсем вара хускалмасăр выртаççĕ. Çакна пăхса тăма питĕ йывăр пулнăччĕ... Тăватă ураллă туссен амăшлăх туйăмĕ чăннипех те пысăк.

Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр, апла пулсан мĕншĕн-ха чунсене курайманлăхпа, чурăслăхпа тултармалла? Çыншăн çын тăшман ан пултăрччĕ, тĕнче те куççульпе ан тултăрччĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика