АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНФОРМАЦИ КУНĕНЧИ ЫЙТУСЕМ ТАВРА

18 апреля 2015 г.

 В. ЯКОВЛЕВ, районти пушар надзорĕн начальникĕ:

"Çурхи шыв-шур типсе пынă май, çынсем ялсенче çỹп-çапа, типĕ курăка çунтарма пуçлаççĕ. Çакă шăпах пушар тухса сиен кăтартас хăрушлăх çуратать. Тĕрĕссипе вара пирĕн район республикăра та пысăк резонанс çĕклерĕ. Кăçал ку таранччен пирĕн тăрăхра 16 пушар пулнă, инкекре ултă çыннăн пурнăçĕ татăлнă! Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте çакнашкал кăтарту районта çулталăк тăршшĕпе те пулман. Ку вăл питĕ пысăк цифра. Иртнĕ çул çак вăхăтра Хурама Тварта икĕ хĕрача пушарта çунса вилнĕччĕ. Çавăнпа та Хаккассинчи евĕр пăтăрмах пирĕн çине йăтăнса ан антăр тесен çỹп-çап çунтарнă, мунча хутнă чухне тата ытти сăлтавсемпе те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, кивĕ электропăралуксене улăштармалла, ача-пăча шăрпăкпа ашкăнасран асăрханмалла, ялан сыхă тăмалла. Çавăн чухне çеç кĕтмен инкек хурлăх та, тăкак та кỹмĕ".

М. КАЛМЫКОВ, район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ:

"Информаци кунĕнче хускатнă темăсенчен пĕрисем _ хамăр пурăнакан тавралăха йывăç лартса капăрлатасси, урамсене тирпей-илем кĕртессипе культура шайне пысăклатасси пулчĕ. Пĕрре пăхсан пĕчĕк, анчах пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене пурнăçа кĕртесси йăлтах хамăртан çеç килет. Кунта нимĕнле программа та, патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ мар. Кăмăл тата хастарлăх çеç пулмалла. Пĕр-пĕрин ĕç- не хисеплеме вĕренмелле.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче урам хушшинчи çулсене тирпейлессипе хускатнă ыйту вара субботник тăвасси çеç марри паллă. Патшалăх ку тĕлĕшпе çирĕп тĕллевсем лартать. Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă уçă Çырăвĕнче те çак проблемăна вырăнсенче майĕпен татса пымалли пирки каларĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Урамсенче çул туса паракан черете кĕтсе ларнипе çеç хăтлăх пулмасть. Тепĕр чухне пуçарулăх та кирлĕ. Ку тĕлĕшпе районти чылай ялсем пуçарулăх кăтартаççĕ те. Чылай урама вĕсем пая кĕрсе йĕркене кĕртрĕç".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика