АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вите тулли сысна уçать халь кăмăла

18 апреля 2015 г.

"Юрма" агрохолдингăн Пăлакасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă сысна комплексне килен-каян кашни çын хăпăл-хапăлах кĕрсе каяймасть. Комплекс патне çитиччен пĕр 100 метр маларах ятарлă шлагбаум вырнаçтарнă. Унтах хурал та тăрать. Çак кун Орелти ăратлăхпа ĕçлекен "Знаменск" хуçалăхран амасем илсе килмелле пулнăран автомашинăн кустăрмисене дезинфекцилемелли хатĕрсем те пурччĕ. Сыснасен Африка чуминчен сыхланмалли йĕркесене кунта чăннипех те питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Зданире те карточкăпа кăна алăк уçăлать. Çавăнпа та кам хăçан килнĕ тата миçере кайнă _ йăлтах паллă.

"Эсир пĕлетĕр: пĕлтĕр Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕршывсенчен продуктсем кỹрсе килме чарчĕç. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлчĕç. Паян ỹсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ, унăн хальхи хакĕ пирки те пирĕн хресченсем унччентерех ĕмĕтленме кăна пултарнă. Çак ырă туртăмсем чи çывăх малашлăхра та сыхланса юлмалла". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулта

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран

_ Чир-чĕртен сыхланма çăмăлраххине шута хурса çирĕп йĕрке туса хутăмăр. Илсе килекен амасене те тỹрех ыттисемпе хутăштарса ямастпăр. Чи малтанах пĕр уйăх карантинра пулаççĕ. Вĕсене валли ятарлă пỹлĕм хатĕрлесе хунă. Пурте йĕркеллĕ пулсан çеç витене кĕртетпĕр, _ тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне комплекс директорĕ Ю. Кошкин.

_ Юрий Геннадьевич, комплексра паяна миçе пуç сысна тата кăтартусем еплерех?

_ Паян хуçалăхра 12 пин пуç сысна усратпăр, унтан çăвăрлаканни _ 950. Пĕр ама çулталăкра 2,4 хутчен йыш хушать, вăтамран 11,6 çура тăвать. Çак кунсенче кĕтĕве çĕнетме "Знаменск" хуçалăхран 450 ама тата 10 аçа илсе килтĕмĕр. Кăтартусем халь лайăхланса пыраççĕ, çакă пире питĕ савăнтарать. Акă, 2013 çулта самăртакан сыснасене 105 килограма çитернĕ хыççăн 14015 пуç е 1607647 килограмм сутнăччĕ, пĕлтĕр вара 20415 пуç е 2164710 килограмм ăсатнă. Сыснасен ỹт хушаслăхĕ пирки те начар тесе калас килмест. 2 уйăха çитичченхисем талăкра _ 246 грамм, 2-4 уйăхрисем _ 472, самăртма хупнисем 752 грамм мăнтăрланаççĕ.

_ Республикăн тĕп хулин пасарĕнче аш-какай сутакан пĕр предприниматель çывăхри районсенче сысна комплексĕ пулсан та ятарласа Патăрьелне çитиех килни пирки, хула çыннисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ выльăх какайне кăмăлласа туянни пирки илтнĕччĕ. Çакă пахалăхпа çыхăннă пуль ĕнтĕ?

_ Шупашкара кайсан хам та пасарсене кĕрсе тухма тăрăшатăп. Ытти çĕртен илсе килнĕ какайсене Патăрьелĕн тесе ярăнтарнине темиçе хут та курма тиврĕ. Эпĕ хамăр патăрта çитĕннĕ сысна ашне тĕсренех пĕлетĕп, сутуçăсем куç хупмасăрах суйни тарăхтарать. Туянакансем ветеринари станцийĕнчен панă справкăсене мĕншĕн пăхмаççĕ-ши? Пирĕн продукцие хулара пурăнакансем лайăхпа хаклани савăнтарать. Какай пахалăхĕ выльăха мĕн çитернинчен те нумай килет. Эпир гармонсемпе пачах та усă курмастпăр. Рацион та пуян, тулăх. Хальхи вăхăтра комплексра ỹстернĕ сыснасен 70 проценчĕ хамăр республикăрах юлать, ыттине Тутар Республикине, Кирова, Ульяновскине ăсататпăр. _ Юрий Геннадьевич, ют çĕршывсем Раççее хирĕç йышăннă санкци комплекса мĕнле те пулин витĕм кỹчĕ-и?

_ Какай хакланчĕ, çакă пире савăнтарчĕ. Тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталанма майсем ытларах. Çакăнпа усă курса агрохолдинг хăйĕн территорине сарма тĕллев лартнă. Халь шăпах ку ыйтупа ĕçлетпĕр. _

Унчченсенче ялсенче 4-5 е ытларах та сысна усратчĕç. Вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç, апла пулин те уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем 1 е 2 тытаççех. Анчах аçасем çукран амасене çăвăрлаттаракансем сахаллансах пыраççĕ. Эсир çурасем сутатăр-и?

_ Пĕлтĕр те, кăçал та пирĕн патăртан чылай çын çурасем килсе илчĕ. Эпир çывăхри ялсене чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пуррипе сутма тăрăшмастпăр. Çавăн пекех килте çурасем çăвăрлаттарас текенсем те кунтанах ăратлă сысна аçин вăрлăхĕсене те туянаççĕ. Специалистсем мĕнле усă курмаллине те вĕрентеççĕ.

_ Комплекс ĕçлеме пуçласанах кадр ыйтăвĕ çивĕч тăратчĕ, паян вара мĕнлерех?

_ Пирĕн халь ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук. Тĕп специалистсем те, выльăх пăхакансем те çителĕклĕ. Кашнийĕ хăйне шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Ю. Кошкин технолога, производство начальникне Г. Мышинăна, çăвăрлаттаракан уйрăмри Н. Николаевăна, самăртакан уйрăмри С. Васильева, Н. Трифонова лаборанткăна, О. Сорокина ветсанитара, çавăн пекех В. Корнилова, С. Данилова операторсене уйрăммăн палăртса хăварас килет.

О. ПАВЛОВА калаçнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе ĕне-выльăх 18235 пуç, вăл шутран ĕнесем _ 7798, сыснасем _ 16515, сурăхсемпе качакасем _ 8378, лашасем _ 1611, чăх-чĕп 57 пин усраççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика