18 апреля 2015 г.
Кивĕ Ахпỹртри Эдуард Алексеевичпа Ирина Федоровна Логуновсем (сулахайри ỹкерчĕк-ре) ĕмĕтпе, шанăçпа, пус çумне пус хушса пурнăçа лайăхлатас, ачисене тĕрĕс воспитанипе тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларас тĕллевпе пурăнаççĕ. Çавăнпах вĕсем выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ, çĕрпе те тăрăшса ĕçлеççĕ.
_ Эпир яланах 1 е 2 ĕне тытнă, анчах сĕтрен тупăш кĕнипе вĕсен шутне 3-4 çул каялла тата ỹстерес терĕмĕр. Паян пирĕн сăвакан ĕне _ 15, тына _ 5, вăкăр _ 2, çамрăк пăру 9 пуç. Çавăн пекех 30 ытла сурăх, качакасем, чăх-чĕп пур. Куллен пĕр ĕнерен 17-18 килограмм сĕт сăватпăр. Унччен мăшăрпа иксĕмĕр кăна ĕçленĕ, иртнĕ çулларанпа килĕшỹпе Игорь Кузнецовпа Марина Шумкина пире пулăшаççĕ. Вĕсем ĕнесене сăваççĕ, пăхаççĕ, чылай ĕçе эпир хушасса та кĕтсе тăмаççĕ. Пире ертсе пыраканни вара манăн атте _ Алексей Федорович, _ тесе паллаштарма пуçларĕ хăйсен пурнăçĕпе кил хуçи вите патнелле утнă май.
Çуртран кăшт айккинерех вырнаçнă хуралтăра ĕнесем лăпкăн кăна кавлеççĕ. Ара, тата мĕн тумалла вĕсен? Апат рационĕ пуян пулнăран хырăмĕсем тутă. Ирпе тата каçпа çăнăхпа жмых, жом, утă, шыв параççĕ. Сăвăм пысăк пултăр тесен выльăхăн хырăмне кỹрентермелле мар çав. Логуновсем хĕл каçа жом 12 КамАЗ , хĕвел çаврăнăш вăррин чустине те çителĕклех туяннă, çавăнпах ĕнтĕ сăвăм кăтартăвĕ те лайăх. Айĕсем таса, тирпейлĕ. Çамрăк пăрусем тăракан витене те кĕрсе тухма кăмăллă.
Ĕçлĕхлĕ мăшăр выльăх апатне ытларах чухне хăйсен вăйĕпе хатĕрлет. Çынсенчен илнĕ çĕр пайĕсемпе пĕрле 40 гектара яхăн вĕсен. Унта пĕр тата нумай çул ỹсекен курăксем ỹстереççĕ. Кăçал кивелнĕ лаптăксене çĕнетес тĕллевпе 100 пин тенкĕлĕх вăрлăх илсе килнĕ. Сухалама, акма, кайран утта пуçтарса кĕртме кирлĕ техника йăлтах пур. Трактор çеç 3 единица: МТЗ маркăлли _ 2, Т-25 _ 1. Нумай пулмасть культиватор илнĕ. Алăпа ĕçлессине çăмăллатас тĕллевпе тислĕк купалакан ятарлă агрегат (КУМ-10) тата кĕтỹçсене валли "электрон кĕтỹç" çывăх вăхăтрах хутшăнĕç.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем канлĕхлĕ пурнăç мĕнлерех иккенне пĕлмеççĕ те пулĕ. Вĕсен канмалли кун та, отпуск та çук. Ăçта та пулин каяс тесен те çиччĕ виçсе пĕрре касмалла: ĕнесене пăхма кама хăвармалла? Кỹршĕ тăванран хаклăрах тесе халăхра ахальтен каламаççĕ çав.
_ Унта е кунта çĕр каçмаллах каясси пулать ĕнтĕ. Çакăн пек чухне пире Антиповсем_ Петя тетепе Надя аппа _ яланах пулăшаççĕ. Вĕсем ĕнесене те сунă, апатне те панă. Халь ĕçлекенсем пуррипе ытлашши чăрмантармастпăр, анчах Петя тете тракторсене е ытти агрегатсене юсамалла чухне яланах юнашар. Ĕмĕр тăршшĕпе техникăпа çỹренĕрен унăн опычĕ те пысăк. Тăвансемпе çывăхра пурăнни те лайăх, пĕр-пĕринпе пурри-çуккине çурмалла пайлатпăр, _ тет Эдуард Алексеевич.
Выльăх вăл чĕлхи уçăлайман пĕчĕк ача пекех _ чирлесен те, ыратсан нимĕн те калаймасть, çавăнпа чир-чĕр ан ертĕр тесен профилактика мероприятийĕсене ирттерсех тăмалла. Туçари ветеринари лечебницинче тăрăшакан В. Быкова кунта час-часах курма пулать. Вăл канашсем те парать, амаксенчен прививка та тăвать.
Çĕр çинче эпир камсемшĕн пурăнатпăр? Паллах, хамăрăн йăха тăсакансемшĕн _ ачасемшĕн. Эдуард Алексеевичпа Ирина Федоровна виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Эдита Шупашкарта Мускаври çул-йĕр институчĕн (МАДИ) филиалĕнче юлашки курсра ăс пухать. Вăталăххи, Анита, республикăн тĕп хулинчи медицина колледжĕнче вĕренет. Кивĕ Ахпỹртри шкулта иккĕмĕш класра пĕлỹ илекен Аэлита _ пỹрт илемĕ. Вĕсем пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннăран ашшĕпе амăшне май пур таран пулăшаççĕ. О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)