22 апреля 2015 г.
ПАЯН Ыхра Çырминчи вăтам шкула пырса кĕрсен вĕçен-кайăк тĕнчине лекнĕ-тейĕн. Коридорсенче вырнаçтарнă шурă кăвакарчăнсем чăн-чăннисенчен пĕрре те кая мар: утса иртнĕ чухне çуначĕпе лăпкăн çеç суллаççĕ, пуçне те тирпейлĕн ухаççĕ... Мирпе тăнăçлăх кайăкĕсем сассисене çеç кăлармаççĕ темелле.
Пуç тайса хисеп тăвакан вăрçă ветеранĕсемпе паттăр салтаксене, тыл хастарĕсемпе салтак арăмĕсене хисеп туса Аслă Çĕнтерỹ уявĕ 70 çул тултарас умĕн вĕренекенсем шурă хутран çитмĕл кăвакарчăн ăсталаса çакса янă. Ĕçĕ темех те мар, пысăк тăкакпа е чăрмавпа та çыхăнман темелле, çапах та чĕрене тыткăнлать, аслă ăру çыннисене сума сунине тепĕр хут палăртать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)