25 апреля 2015 г.
Тăван чĕлхемĕр шăпи, халăхăмăрăн культурин пуласлăхĕ И. Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннине эпир пĕлетпĕр. 167 çул каялла Улăп евĕр ывăл çуралман пулсан мĕнлерех халăх пулăттăмăрччĕ-ши эпир çĕр çинче? Культурăна аталантарма, пĕлỹлĕхе ỹстерме тăван чĕлхесĕр май çук. Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварĕ тата вĕренỹ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа çырулăха, литературăна ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçăлнă. Мĕнле пурнăçланать-ши Яковлев вĕрентĕвĕ?
Пĕр кунрах е эрне-уйăхрах çимĕç пухмалли ĕç мар пирĕн, анчах ачасене панă тарăн пĕлỹ тымар ярасса, вăхăт çитсен савăнтарасса шанатпăр. Çак чунлăх вăррине "тăпрана" вырнаçтаракансем вĕсем _ Н. Павлова, М. Мадюкова, Е. Перепелкина, В. Яковлева, Н. Путякова, С. Никитина, Г. Хлебникова, Е. Сорокина, Е. Анюрова, Н. Тинюкова, В. Самарина, Л. Осипова, М. Табакова, М. Иванова, Г. Генералова, Л. Владимирова, С. Едифанова, С. Солдатова, Е. Бабаева, В. Егорова, Л. Павлова _ çивĕч ăс-хакăллă, пуян чун-чĕреллĕ вĕрентекенсем.
Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлỹллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ỹстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси _ тĕп тĕллевсем. Апла пулсан пирĕн ĕç питĕ яваплă та пархатарлă: ашшĕ-амăшĕн ытарайми илемлĕ те çепĕç чĕлхине чун-чĕре юратăвĕпе ăша хывма вĕрентетпĕр, сĕткенлĕхĕпе паркалантарассишĕн тимлетпĕр. Уроксем урлă кăна пулса пыни çителĕксĕр, класс тулашĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕç йĕркелеме, чăваш чĕлхи уçлăхĕ туса пама тăрăшатпăр: паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, ачасене чăваш театрне, спектаклĕсене илсе çỹретпĕр, чăваш хаçат-журналĕсене çырăнса илетпĕр, тĕрлĕ шайра, тĕрлĕ темăпа иртекен семинарсене, вебинарсене, олимпиада, фестиваль, конкурс-ăмăртусене, ЧНК йĕркелекен ĕçсене те хастар хутшăнатпăр тата ытти те. Предмет олимпиадине явăçаççĕ ачасем. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче тăваттăн республикăра призерсен шутне кĕме пултарчĕç. О. Туктанова, Д. Гаврилов, (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул), А. Портнова (Ыхра Çырми шкулĕ), О.Митрофанова (Нăрваш Шăхаль шкулĕ) район чысне хỹтĕлерĕç. Хатĕрлентерекенсем: Н. Путякова, Н. Павлова _ аслă категориллĕ вĕрентекенсем. Регион шайĕнче иртекен "Туслăх хĕлхемĕ" фестивальте те Патăрьел ачисем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Д. Дюкина (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкул) виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Вĕрентекенĕ _ Г. Хлебникова. Уйрăмах кăçал С. Никитина (Пăлапуç Пашьел шкулĕ) вĕренекенĕсем хастар. Пур конкурсра та вĕсем çĕнтерỹçĕсем, призерсем.
Ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама шкулта халĕ майсем çителĕклĕ. Саманапа пĕрле чĕлхе те аталанать, сумĕ çĕкленет. Интернет та чăвашла "калаçать". Кун-çул уттинчен юлмасăр çĕнĕ технологисемпе анлă усă куратпăр, ачана пултарулăхĕпе талантне уçса пама тĕрлĕ меслетпе май шыратпăр, тăрăшатпăр.
Литература тата К. Иванов çулталăкне халалласа чылай ĕçсем иртеççĕ районта та, шкулсенче те. Çыравçăсемпе çулсеренех Г. Айхи, Р. Сарпи, М. Карягина вулавĕсем пулаççĕ. Поэзи сехечĕсем, литература каçĕсем, вулав конференцийĕсем те йĕркелеççĕ. Шупашкарта Наци библиотеки республикăри чи пултаруллă та хастар ачасене пуçтарчĕ. Чăваш Республикинчи культурăпа халăх пултарулăх керменĕ йĕркеленипе СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе ирттерекен "Чĕрĕ сăмах" конкурсăн юлашки этапĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан 9 вĕренекен хутшăнчĕ. Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи С. Максимова, Первомайскинчи Е. Новожилова, Çĕньялти А. Ухварина тата кĕçĕн класра вĕренекен ачасен ушкăнĕ 1-мĕш степеньлĕ диплома илме тивĕç пулчĕç. Д. Викторовпа Е. Шурякована (Первомайски шкулĕ) 2-мĕш тата 3-мĕш степеньлĕ дипломсем парса чысларĕç. Уявран ачасем тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă пулăмсенчен пĕри вăл _ пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çырма пуçларăмăр. 7 вĕрентекен ĕçне "пиллĕк" паллăпа хакларĕç. Çакнашкал акцие кăçал та шкулсенче чылайăн хутшăнчĕç.
Эпир хамăр та тĕрлĕ професси конкурсне хастар явăçатпăр, Республика тата Раççей шайĕнче палăратпăр. Акă, сăмахран, Н. Путякова районта "Çулталăк вĕрентекенĕ_2015" конкурсра финала тухрĕ, С. Чихина _ "Чи лайăх социаллă работник_2015" çĕнтерỹçи, "Чи лайăх класс ертỹçи_2015" призерĕ _ О.Каллина вĕрентекенсем.
Чун уçăлнă самантра сăвăсем, калавсем, очерксем çыраççĕ пирĕн пултаруллă вĕрентекенсем. М. Мадюкова "Шурă-шурă чечексем" ятпа сăвăсен пуххине, Г. Хлебникова "Çут çанталăк кĕвви", "Патăрьел тăрăхĕн сăвви-юрри" кĕнекесем кăларма ĕлкĕрчĕç.
Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет, тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Яковлевăн пысăк ĕçне пирĕн малалла тăсасчĕ. Яланах тăван халăхпа, ял-йышпа, ачасемпе пĕрле пурăнса, вĕсемпе пĕр кăкăртан сывласа пурнăç пулăмĕсене те тăван халăх куçĕпех виçсе хакласчĕ.
С. КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литература пĕрлешĕвĕн ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)