25 апреля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕ тата районти "Мехел" клуб сăвă çыракансен тата ăна ăста вулакансен "Вăрçă суранĕ _ чĕресенче" ятпа конкурс йĕркелет. Ăна акан 29-мĕшĕнче 14 сехетре хаçат редакцийĕн кантурĕнчех ирттеретпĕр.
Хаçат тусĕсене çакна та пĕлтересшĕн. Хальхи вăхăтра вăрçă темипе çырнă хайлавсем, сăвăсем пирĕн тĕпеле питĕ нумай пуçтарăнать. Тавах сире пирĕнпе çыхăну тытнăшăн. Анчах та ăнланма ыйтатпăр: редакци адресĕпе янă кашни сăвă, чĕререн шăранса тухнине пăхмасăрах, пурте пичетленеймест. Çавăнпа та автор конкурс комиссийĕ умĕнче хăйĕн хайлавне шăрантарни, чунне пушатни _ чи лайăх мел тесе шутлатпăр.
Туссем, сире хăвăрăн сăввăрсемпе, хайлавăрсемпе маларах асăннă кунта хаçат редакцийĕнче кĕтетпĕр. Юбилейлă çулталăка халалланă поэзи каçĕ ăнăçлăхĕ сирĕн хастарлăхăртан ытларах килет.
"Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)