25 апреля 2015 г.
2014 çулта республикăра 1035 пушар тухнă, вĕсенче 96 çын вилнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăм алхаснă 1334 вырăна çитнĕ. Кăçал республикăра 276 пушарта 40 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пушарниксем 149 вырăна сỹнтерме кайнă, вĕсенчен 18-шĕ типĕ курăка çунтарнипе тухнă.
Çанталăк ăшăтса пынăçемĕн çынсем урамсене, пахчасене, тăкăрлăксене тирпейлеççĕ, пĕрлех юр айĕнчен тухнă çỹп-çапа, типнĕ курăка пуçтарса çунтараççĕ. Çакă вара шăпах пушар тухас хăрушлăха кăларса тăратать. Кăвайта пăхса-асăрхаса тăмасан, вăл çывăхри çурта е хуралтăна та нимĕн те мар хăйĕн серепине çаклатма пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ вут-кăварпа пулакан пăтăрмахсен 90 проценчĕшĕн хуçисем хăйсем çылăхлă.
ХИСЕПЛĔ ВУЛАКАНĂМĂРСЕМ!
Чăн малтанах сире çакна асăрханма ыйтатăп:
_ пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть;
_ каннă вырăнта кĕленче савăта е унăн катăкне те хăвармалла мар.
Çын пурăнакан вырăнта вара типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарас пулсан, çуртран 50 метрта çеç чĕртме юрать. Йĕркене пăхăтман граждансене 1000 _ 1500 тенкĕ, должноçри çынсене 6 _ 15 пин, юридика пĕлтерĕшлисене 150 пин тенкĕ таран штраф параççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 17 пушар пулнă, вĕсенче ултă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăваттăшĕ вутра йывăр суранланнă. Юлашки синкерлĕх икĕ çулхи ача çунса вилнипе çыхăннă. Хăрушă тĕслĕх Алманчăра пулса иртнĕ. Пушара çакланнă тепĕр икĕ ача хальхи вăхăтра больницăра.
Çитес эрнере эпир пушар хуралĕн кунне паллă тăватпăр. Çăмăл мар ĕçре хамăр сотрудниксене ăнăçу, сывлăх сунатăп.
В. ЯКОВЛЕВ, районти пушар надзорĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)