АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун пек условипе кредит илме пулатех

30 апреля 2015 г.

 "РОССЕЛЬХОЗБАНК" уçă акционерла обществăн районти уйрăмĕнче клиентсем валли кăларнă çĕнĕ улшăнусене курсан ирĕксĕрех çак шухăш патне пыратăн. Кредитăн проценчĕсем ытла та "çыртмаççĕ" пулсан, ял халăхĕ патшалăхран кивçен укçа илме пултаратех. Акă, апрелĕн 24-мĕшĕнчен асăннă банкра килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита, (халăхра ăна ЛПХ теме хăнăхнă) 19 процент çинчен илме май пур. Вĕсенчен вара 11 процентне патшалăх субсидилени те паха. Юлашки пĕчĕк пайне çеç тỹлесе тăма вăй çитерме пулатех. Банк управляющийĕ Р. Селиванов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ЛПХан пĕчĕклетнĕ проценчĕпе усă курас текенсем кашни кун ỹссе пыраççĕ.

Банкирсем ĕнентернĕ тăрăх, хваттер туянма усă куракан ипотека та 12 процента çеç юлнă. Ку та начар мар темелле. Тепĕр çĕнĕлĕхе те каласа хăвармалла. "Россельхозбанкпа" "Старко" строительство фирми сĕнекен ипотека вара тата пĕчĕкрех _ 8 процент çеç! Вĕсен условийĕпе килĕшсен Шупашкарта Атăл хĕрринчи "Альбатрос" текен комплексра хăтлă хваттер туянма пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика