30 апреля 2015 г.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!
Майӑн пӗрремӗшӗ тӑван ене чунтан юратакан тата ӑна хӑйӗн ӗҫӗпе хитререх те пуянрах тӑвас шутлӑ пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Ҫак уяв мӗнпур ӗҫ ҫыннин пӗр шухӑшлӑхне, тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне, ҫӗнетӗве тата пултаруллӑ ӗҫе сӑнарлать.
Чӑваш Енре ӗҫе кирек хӑҫан та юратса хисепленӗ тата сума сунӑ. «Ӗҫ – пурнӑҫ илемӗ, – вӗрентет халӑх ӑсӗ. Пирӗн умӗнхи ӑрусем тӑрӑшса пухнӑ Чӑваш Ен пуянлӑхне эпир пӗрлехи вӑйпа тивӗҫлӗн сыхласа упратпӑр тата малалла ӳстерсе пыратпӑр. Республикӑри ӗҫ ҫыннисен тӑрӑшулӑхне пула ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫулсем хута каяҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсемпе ача сачӗсем, стадионсем, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, хуласемпе ялсен тата саласен урамӗсемпе картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑн аталанать.
«Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр», – тесе пил панӑ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлев. Пӗрлӗхе упраса, пӗрне-пӗри пулӑшса, хамӑрӑн пултаруллӑ ӗҫӗмӗрпе эпир тем тесен те Чӑваш Ене тата пуянрах та хитререх тӑватпӑрах. Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех юратнӑ республика ырлӑхӗшӗн вӑй хурса ӗҫленӗ ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫурхи кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырӑ улшӑнусем, ырлӑхпа телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Ыран, майăн 1-мĕшĕнче _ Çуркуннепе ĕç уявĕ! Сире Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатăп! Майăн 1-мĕшĕ _ пирĕншĕн хĕвеллĕ, çутă кунпа пĕр-пĕрне саламламалли, ырă туссемпе, юратнă çынсемпе тĕл пулмалли, çемьепе паллă тумалли уяв. Çуркунне вăл пурнăçа ырă енне улăштаракан тата çынсене пĕрлештерекен тапхăр та. Пирĕн кун-çул, район мĕнле аталанасси çуркуннехи ĕçсене мĕнле ирттернинчен те килет. Çавăнпа та пурте пĕрле тăрăшса ака-сухана вăхăтлă тата тĕплĕ ирттерер. Сире сывлăх, тăнăçлăх, ăнăçу, телей сунатăп!
Район администраци пуçлăхĕ Н. ГЛУХОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)