30 апреля 2015 г.
Лăк тулли халăх пуç-тарăнчĕ иртнĕ эрнекун районти централизациленĕ клуба. Ун пек чухне вырăссем панулми ỹк-ме те вырăн çук теççĕ мар-и? Сăлтавĕ те пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май "70 çул хыççăнхи Çĕнтерỹ ритмĕсем" тематика фестивалĕ иртрĕ. Ĕç вырăнĕнче ертỹçĕ, врач, çыравçă, шут ĕçченĕ, вĕрентекен, полици..., тивĕçлĕ канăва тухнăскер-и вăл _ сцена çинче пурте артист иккен. Кашнийĕшĕн шалта пытанса упранакан таланчĕ уçăлчĕ.
Концерта район администрацийĕн хорĕ вĕçекен хур кайăксем евĕр карталанса тăрса кашнийĕшнех ыр хыпар валеçнĕн чуна пырса тивекен юрăпа пуçларĕ. Ятарлă тум та çĕлеттерме ỹркенмен вĕсем. Хатĕр кĕвĕсенчен темиçе юрра пĕрлештерсе шăрантарнă çаврăмсем витермелле янăрарĕç залра.
Хорсенчен илес пулсан районти тĕп больницăра ĕçлекенсем те пысăк йышпа тухрĕç сцена çине. "Молодая гвардия" кинори "Дивлюсь я на небо" юрра тар юхтарса вĕренме- сĕрех халăх умне тухаймăн. Кунта вĕсене А. Шакин дирижер та пулăшни сисĕнет.Агропромышленность техникумĕнче вăй хуракансем хорпа çакнашкал конкурссене пĕр хутчен çеç хутшăнманни те сисĕнет. Районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă полици ĕçченĕсем те ушкăнпа юрлассине хăйсен тивĕçĕ вырăннех хунă.
Ирхи ыйхă пекех татăлнă-çке вăрçă вăхăтĕнче чылай çыннăн пурнăçĕ. Мĕн чухлĕ çемье ывăлсăр, мăшăрсăр, ашшĕсĕр, асатте-кукаçисĕр тăрса юлнă. Паянхи мирлĕ тỹпешĕн пуç хунă паттăрсем. Вĕсене асра тытасси вара пирĕн таса тивĕç те.
_ Çакнашкал юрăсемпе çапăçăва кĕнĕ-тĕр ĕнтĕ хĕçпăшаллă салтаксем. Канура та хуйха-суйха, тунсăха сирме юрă пулăшнах. Çĕршыва хỹтĕлекенсен паттăрлăхне кăтартаççĕ вĕсем. Пуç çийĕн тăхлан çумăрĕ çунă пулсан та, хуçăлса ỹкменскерсем, çаврăм хыççăн çаврăм ĕнĕрленĕ.
Литература çулталăкĕнче çакнашкал мероприяти йĕркелени вырăнлă та. Юрă унчченхиллех ĕçре те, килте те пулăштăр, коллективсене çирĕплеттĕр... _ терĕ сăмах илсе район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен, "Солнышко", "Василек", "Сказка", тĕп ача сачĕсен, централизациленĕ бухгалтерин, социаллă тивĕçтерỹ центрĕн, обшествăлла апатлану предприятийĕпе çăкăр завочĕн, бизнес центрăн, техника инвентаризаци бюровĕн, редакци, аптека тата ытти организаци ĕçченĕсем хутшăнса пуянлатрĕç концерта. А. Майрина, С. Торговцевпа В. Ижедеров, Н. Николаев, Л. Васильева, С. Алексеевпа Г. Баданов, И. Паймуков тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Райпо председателĕ П. Перепелкин ытти ĕçченĕсене тĕслĕх кăтартрĕ. Е. Карягинапа В. Салмин ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç концерта. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкул, администраци, больница ĕçченĕсемпе "Василек", "Сказка" ача сачĕн воспитанникĕсем ташăсемпе тухрĕç. Куракансем кашни номере ăшшăн кĕтсе илсе алă çупса хавхалантарчĕç. Концерта А. Овчинникова ертсе пычĕ.
Кинофильмри кадрсене тата музыкине Ф. Абитов йĕркелерĕ.
Сумлă жюри пĕтĕмлетĕвĕпе тивĕçлĕ коллективсемпе уйрăм юрăçсем дипломсемлĕ, медальсемлĕ пулчĕç. Районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсемпе "Сказка" ача сачĕн воспитанникĕсем (К. Лисицинапа Д. Григичев) конкурса хутшăнман юрă-ташăпа та савăнтарчĕç. М
ĕн палăртма пулать-ха юлашкинчен. Сцена çине районти 17 ĕç коллективĕ тухрĕ. Малтанхи икерчĕ чăмаккаллă тенĕ евĕр пĕр юрăпах икшерĕн сцена çине тухни пулчĕ. Малашлăхра юрăçсен хăйсен шухăшне уяв программине тăвакансене иртерех пĕлтерсен аван пулмалла.
Конкурс кăçал пĕрремĕш хут мар. Пĕлтĕр унта хутшăнакансем сахалрахчĕ. Килес çул ытти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем те айккине юлмаççех пулĕ тетĕп.
Сăмах май каласан, "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ фестивальте "В землянке" номер кăтартрĕ, диплома тивĕçрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)