АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ПĕЛТЕРĕШНЕ ТУЙСА

30 апреля 2015 г.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача садĕнче те тĕрлĕ мероприяти иртет. Воспитательсем çитĕнекен ăрăва вăрçă ахрăмĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, çак çулсене сăнарласа çырнă ача-пăча писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсемпе паллаштараççĕ, çав вăхăтра тунă сăн ỹкерчĕксемпе картинăсене тишкереççĕ.

Аслă ушкăнра вăрçă тематикипе çыхăннă ỹкерчĕксен, тĕрлĕ материалтан ăсталанă япаласен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Кашни ушкăнрах "Çав çулсене пуç таятпăр!" стендсем тунă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăмĕ ан сĕврĕлтĕр, ылханлă вăрçă пирĕн çĕр çинче нихăçан та урăх ан кĕрлетĕр тесе мĕн пĕчĕкренех ачасене унăн хаярлăхĕпе чунсăрлăхĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса парассине те шута илеççĕ кунта ĕçлекенсем.

Çĕнтерỹ ялавĕн копийĕ ялти шкулта та пулчĕ. Ун умĕнче хурал тăракансене курма ача садне çỹрекенсем те кайрĕç. Хăйсен аллисемпе тунă чечек çыххисене вара ялти паттăр салтаксене хисеплесе лартнă палăк умне хурĕç.

Т. ТУКТИНА, воспитатель

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика