30 апреля 2015 г.
Çулсеренех ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак уяв пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку вăл халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти халăхсен пĕр шухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ентешсене çак уяв ячĕпе саламланă май патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетнине, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ, пуласлăхĕ çинчен пĕлме пулăшнине каланă. "Çитĕнекен ăру хăй çуралнă çĕршывăн гимнне пĕлни, ялавне тата гербне сума суни питех те пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Патшалăх символĕсене хисеплени _ гражданла хастар позицие, патриотлăха тата Тăван çĕршыва юратнине палăртни",_ тенĕ вăл салам сăмахĕнче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)