АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пирĕн республика. Тĕп тема"

30 апреля 2015 г.

Çак ятпа çĕнĕ медиа проект вăй илнĕ. Ăна республикăри виçĕ массăллă информаци хатĕрĕ _ "Советская Чувашия" хаçат, "Чувашия" Патшалăх телерадиокомпанийĕ, Чăваш наци телевиденийĕ пурнăçа кĕртеççĕ. Сенкер экрансем çинче очерк премьери иртрĕ ĕнтĕ. Паянхи номерте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсене çитсе курни, республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕ пирки паллаштаратпăр.

Спорт валли _ миллиардсем

Шупашкар пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусен арени пулни пуриншĕн те паллă. Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада эстафетине те йышăннăччĕ. Пĕлтĕрхи октябрьте Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери "Раççей спорт держави" форум ирттерме тивĕçрĕ. Чăваш Енĕн паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе, Олимп пъедесталĕ çине хăпарнă, тĕнче тата Европа шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерỹсем тунисемпе çеç мар, çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе те мухтанмалăх пур. Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн кашни уйăхрах Сывлăх кунне ирттереççĕ.Çак кун çынсем тỹлевсĕрех спорт сооруженийĕсенче пулаççĕ. Юлашки çулсенче нумай енлĕ спорт сооруженийĕсене тума кăна пилĕк миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Ку ĕç малалла пырать.

Кун пекки урăх çук

_ Графика пăхăнса ĕçлетĕр-и? _ кăсăкланнă Республика Пуçлăхĕ подрядчиксенчен, велоспорт-маунтинбайкăн регионти Олимп строительство площадкинче пулнă май. Комплекс Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра пулĕ. Кунта велодром, нумай функциллĕ спорт залĕ, бассейн, медицина пулăшăвĕн центрĕ тата ыттисем те пулмалла. 48 вырăнлă хăна çурчĕ те çынсене йышăнĕ.

_ Пĕтĕм тăкаксене патшалăх саплаштарать, _ тенĕ М. Игнатьев.

Строительствăн хăш-пĕр материалĕсене Беларуçран кỹрсе килнĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата Беларуç Президенчĕ А. Лукашенко маларах калаçса татăлнă.

М. Игнатьев палăртнă тăрăх, маунтинбайк центрĕ _ хăйне евĕрлĕ тата курăмлă. Çакăн пекки Раççейре те çук. Малашне кунта çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕсем тренировкăсем ирттерĕç. Апла пулсан, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕн И. Калентьеван та малашне тата пысăкрах çитĕнỹсем тума шанăç пур.

Кăçал Раççей çăмăл атлетсен Европа чемпионатне ирттерме тивĕç пулчĕ. Ăмăртусем июнь уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртĕç.

Журналистсем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулне реконструкцилес ыйтусене те хускатнă. М. Игнатьев çавăн пекех тĕнче класлă спорт мастерĕпе, йĕтре ывăтакан Оксана Гауспа та калаçнă.

_ Европа чемпионатĕнче мĕнлерех ăмăртăпăр? _ ыйтнă вăл.

_ Çĕнтерỹшĕн тупăшăпăр, _ пулнă хурав.

Ăнăçу вăйлисене юратать

Кашни спортсменах хăйне çĕнтерỹçĕ вырăнĕнче курать. Спортăн пур енĕпе те. Çăмăл атлетика манежĕнче Чăваш Енри чи лайăх шыв бассейнĕ те вырнаçнă. Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем ирттерме майсем пур. Михаил Игнатьев çакăнпа та кăмăллă пулнине палăртнă. Эппин, унăн маларахри хутшăнăвĕсем пурнăçа кĕни куçкĕретех. Ахальтен мар ĕнтĕ К. Давыдова спорт мастерĕ, пĕрремĕш разрядлă спортсмен И. Васильев хăйсем Олимп чемпионĕсем пуласси пирки çирĕппĕнех шантарнă.

Республика Пуçлăхĕ физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывни лайăх енсемпе палăрать. Михаил Васильевич кĕрешỹçĕсемпе, вĕсен тренерĕсемпе уйрăмах кăмăллă. Э. Лаврентьева спорт мастерĕ, сăмахран, хĕрарăмсем хушшинче Европа Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшĕ. Çавăн пекех, шупашкарсем Пĕтĕм тĕнчери самбистсен турнирне хутшăнĕç.

Çул _ Олимпиадăна

Патшалăх программи тăрăх Чăваш Енре спорта аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн республикăра пурăнакансен 40 процентне сывă пурнăç йĕркине явăçтарма палăртнă. Республикăра 431 пин çын спортпа туслă.

Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексне хута ярас ĕçсен малтанхи тапхăрĕ валли Федераци бюджетĕнчен 156 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çак объект _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тимлĕхĕнче. Сăмах май, Михаил Васильевич хăй халĕ те йĕнер çине ларма хатĕр. Чăваш Енри 150 спортсмен Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕреççĕ.

КĔСКЕ СПРАВКА

Республикăра халĕ виçĕ пин те сакăр çĕр ытла спорт сооруженийĕ шутланать. вĕсен шутĕнче _ 11 стадион, 66 бассейн, çивиттиллĕ виçĕ пăр катокĕ. Кăçал Шупашкарта Пăр керменĕ хута каймалла. Вăл харăсах çичĕ пин ытла çынна йышăнĕ. "Олимпийский" стадиона та реконструкцилеме палăртнă. Пăр керменĕ кăçалах _ июнте уçăлĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика