АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АУ ДОД "ДЮСШ "Паттăр" директорĕ Алексей КРАСНОВ:

30 апреля 2015 г.

 "Юлашки çулсенче республикăпа пĕрлех пирĕн район та спорт каçалăкĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни савăнтарать. Çакă чăн малтан Республика Пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнипе, çак тĕллевпе физкультурăпа спорт комплексĕсем уçăлса пысăк хăватпа ĕçленипе çыхăннă. Пирĕн Чваш Енре пĕлтерĕшлĕ пысăк спорт мероприятийĕсем, ăмăртусем ирттерме мĕнпур услови пур. Тăван хуламăр Шупашкарăмра иртнĕ çул Пĕтĕм тĕнчери "Раççей спорт держави" форум иртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне те аякри хăнасем пирĕн республикăна лайăх хак пачĕç. Халĕ вара тата нумай пулмасть республикăри виçĕ массăллă информаци хатĕрĕсем

"Пирĕн республика. Тĕп тема" çĕнĕ медиапроекта вăя кĕртни те патшалăх спорт çине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут çи- рĕплетсе пачĕ. Пирĕн район пирки калас пулсан вара çакна палăртса хăварасшăн. Юлашки вунă çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спорт площадкисем çулсеренех ỹссе, массăллă спорта хапăл тăвакансен йышĕ нумайланса пычĕ. Спорт летопиçне çĕнĕрен те çĕнĕ ятсем хушăнни, тĕрлĕ шайри чемпионсем пиçсе çитни те кăмăллă.

Кăçалхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ пирĕн республика тĕп хулинче иртни те пысăк мăнаçлăх. Шанас килет, унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем те хутшăнĕç.

Пирĕн район 2014 çулхи республикăри смотр-конкурсра та ырă тĕслĕхлисенчен пĕри пулчĕ, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ (ỹкерчĕкре чыслав саманчĕ). 600 е тата ытларах ачасем явăçса ĕçлекен ДЮСШсем хушшинче те иккĕмĕш вырăнтах. Çакăнта районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлесе пыни те, уйăхсерен сывлăх кунĕсене йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕ яланах ĕçре те, юрă-ташăра та, спортра та матур, сатур, пултаруллă пулнă. Кунта район ертỹçисем республика влаçĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен те килет".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика